Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эдуард Романов Раççей Президенчĕн премине тивĕçнĕ

20 июня 2012 г.

Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕн премине илессишĕн лайăх учительсем хушшинче пынă конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта пурĕ 101 учитель хутшăннă, вĕсенчен 11-шĕ чи лайăх учитель ятне илме пултарнă. Палăртма кăмăллă, çĕнтерÿçĕсем хушшинче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта ОБЖ предметне вĕрентекен Эдуард Васильевич Романов та пур. Кăçал Учитель кунĕ тĕлне вăл 200 пин тенке тивĕçĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадионта салтак çулне çитмен çамрăксен республикăри Спартакиади иртнĕ. Унта Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулăн Эдуард Романов ертсе пынă команди пĕрремĕш вырăна тухнă, халĕ вĕсем республика чысне Раççей шайĕнчи Спартакиадăра хÿтĕлеме хатĕрленеççĕ.

Аса илтеретпĕр, хĕрлĕчутайсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ асăннă ăмăртусенче малти вырăна тухаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика