Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрман. Йĕлтĕр йĕрĕ. Хаваслă кăмăл.

18 января 2012 г.

Январĕн 14-мĕшĕнче Ишеккасси çывăхĕнчи вăрманта район администрацийĕн пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессипе йĕлтĕрпе чупас енĕпе массăллă ăмăрту иртрĕ. Район администрацийĕнчи, ял тăрăхĕсенчи, тĕрлĕ организацисемпе предприятисенчи чылай спортсменпа сывă пурнăç йĕркине пăхăнакан йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса старта тухрĕç.

Спорт уявне пурте хастар хутшăнчĕç. Вĕсем хушшинче район пуçлăхĕ Александр Степанов та пулнине палăртмалла. Райадминистрацин пуçлăхне Александр Башкирова та йĕлтĕрпе чупнине курма кăмăллă пулчĕ. Анчах ăмăрту ăмăртăвах – ыттисене хыçала хăварса мала тухакансем пур дистанцире те пулчĕç.

Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна çаксем тивĕçрĕç:

- 18-24 çулхисем хушшинче (3 км) – Татьяна Якимова (Хусанушкăнь ял тăрăхĕ);

- 30-34 çулхисем (1,5 км) – Альбина Макарова (Хусанушкăнь шкулĕ);

- 35-39 çулхисем (1,5 км) – Надежда Соколова (райпо);

- 40-44 çулхисем (1,5 км) – Алевтина Дадюкова (райадминистраци);

- 45-49 çулхисем (1,5 км) – Зоя Михайлова (Çĕн Атикасси шкулĕ);

- 50-54 çулхисем (1,5 км) – Ольга Скворцова (Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ);

- 60 çултан аслăраххисем хушшинче (1,5 км) – Людмила Михуткина (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ).

Арçынсем хушшинче финиша чи малтан çаксем çитрĕç:

- 18-24 çулхисенчен (3 км) – Андрей Иванов (Тури Çĕрпÿкасси шкулĕ);

- 25-29 çулхисенчен (4,5 км) – Дмитрий Волков (райпо);

- 30-34 çулхисенчен (4,5 км) – Александр Колендрейкин (культурăпа кану центрĕ);

- 35-39 çулхисенчен (4,5 км) – Владимир Михуткин ("Ростелеком");

- 40-44 çулхисенчен (3 км) – Вячеслав Дадюков (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ);

- 45-49 çулхисенчен (3 км) – Иван Сатлайкин (Штанаш шкулĕ);

- 50-54 çулхисенчен (1,5 км) – Владимир Элеменкин (ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ);

- 55-59 çулхисенчен (1,5 км) – Валерий Сатлайкин (Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ);

- 60 çултан аслăраххисенчен (1,5 км) – Валентин Харитонов (Хусанушкăнь ял тăрăхĕ).

Мĕнлерех калаççĕ-ха: "Медальсемпе парнесем – вăйлисене, çирĕп сывлăх – пурне те!" Çĕнтерÿçĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕн Хисеп грамотисемпе пылак парнисене тивĕçрĕç. Анчах та мала тухайманнисен те пăшăрханма кирлĕ мар – хĕллехи вăрманта, уçă сывлăшра, лăпкă çанталăкра йĕлтĕр сырса чупнă хыççăн киле хаваслă кăмăлпа таврăннине мĕн çиттĕр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика