Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кивĕ сăн ÿкерчĕк» фотоконкурс

11 июня 2012 г.

2011 çул тăршшĕпех "Пирĕн пурнăç" хаçат "Кивĕ сăн ÿкерчĕк" фотоконкурс ирттерчĕ. Çулталăк вĕçленнĕ май пĕтĕмлетÿсем тума вăхăт. Конкурса питĕ нумай сăн ÿкерчĕк тăратнăран пĕтĕмлетÿ тума çăмăл пулмарĕ. "Фотоконкурса чи активлă хутшăнакан" номинацире Яманкассинчи Ф.С.Алексеев çĕнтерчĕ. "Шкул пурнăçне сăнлакан чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире Ишеккассинчи М.Д.Удикова (1935 çулхи сăн ÿкерчĕк), "Район историйĕпе çыхăннă чи кивĕ сăн ÿкерчĕк" номинацире Сорăмри В.Г.Петухов (1948 çулхи сăн ÿкерчĕк) çĕнтерчĕç. Çĕнтерÿçĕсене хаçат редакцийĕ парнепе савăнтарĕ. Çемье архивĕнчи район историне, йăли-йĕркине сăнлакан сăн ÿкерчĕксене редакцине килсе е ярса панă çынсене пурне те тав тăватпăр.

Çакна палăртмалла, вулакансем асăннă конкурса активлă хутшăннăран тата 2012 çула Раççей историйĕн çулталăкĕ тесе йышăннăран, кăçал района – 85 çул, Хĕрлĕ Чутай салине – 430 çул, Хĕрлĕ Чутайри Турă Хĕресне Çĕкленĕ храма 210 çул çитнине халалласа "Кивĕ сăн ÿкерчĕк" конкурса кăçал та ирттерме шутларăмăр. Хисеплĕ вулакансем, район историйĕпе çыхăннă сăн ÿкерчĕксене сирĕнтен хапăлласах йышăнатпăр. Ан манăр: миçемĕш çулта ÿкернине, унта камсене е мĕн сăнланине, вăл камăн çемье архивĕнче упраннине кăтартăр. Çĕнтерÿçĕсене çулталăк вĕçĕнче палăртăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика