Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Врачсен династийĕсем

15 июня 2012 г.

 

Тăвай – республикăри пĕчĕк районсенчен пĕри. Кунта пурте пĕр-пĕрне пĕлеççĕ темелле. Ĕçне кура çыннисене те хаклаççĕ. Акă сывлăх сыхлавĕнче вуншар çул çемйипех вăй хуракансенех илер. Больницăн тĕп медсестри Альбина Ивановна Самарина кунта ĕçлеме тытăннăранпа 40 çул çине кайнă. Унăн мăшăрĕ Виктор Иванович нумай çул врач-рентгенологра тăрăшрĕ. Халĕ – тивĕçлĕ канура.
Чи пысăк стажлисен шутне çавăн пекех Черновсен çемйине – Алексей Николаевич невропатологпа Светлана Ермолаевна дерматовенеролога – кĕртмелле. Лачкассинче çуралса ÿснĕ Алексей Чернов Ивановăри мединститутран вĕренсе тухнăранпах (1973)тăван районта вăй хурать. Çемье телейне те ĕçрех тупнă темелле, Вăрмар районĕн хĕрĕпе Светлана Ермолаевна педиатрпа мăшăрланса 2 ывăл пăхса çитĕнтерчĕç. Алексей Николаевич ялан çĕннине вуласа пĕлме тăрăшакан специалист. Тăхăрвуннăмĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл тĕп больница çумĕнче традицире мар мелсемпе – йĕппе чиксе – сиплес ĕçе йĕркелесе янă. Çакна пысăк хуласенче кăна тĕл пулатăн. Нерв чирĕсене сиплес енĕпе 18 çул ăнăçлă ĕçлерĕ унăн кабинечĕ. Пурнăç арпашăнса кайсан кăна манăçа кăларчĕç ăна. Чи аслă категорири врач вăл.
Ольга Валентиновна врач-гинекологпа Николай Александрович Димитриев хирург та районти сумлă çынсем. Николай Александрович – Тушкилтен. Хирург пулма ăна Турри хăй пилленĕ теме пулать.
Врач çемйисенчен çавăн пекех Игнатьевсене – Людмила Николаевна участокри терапевтпа Анатолий Иванович ортопед-стоматолога палăртмалла. Вĕсем ыттисенчен каярах пуçăннă ĕçе, вĕсен те ĕç стажĕ 20 çултан кая мар.
Мария Григорьевна Сергеева 39 çула яхăн сывлăх сыхлавĕнче вăй хучĕ. Вăл Пермьри медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Чылай вăхăт Салари участок больницине ертсе пынă, тĕп больницăра терапевтра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Амăшĕн ĕçне хĕрĕсем малалла тăсаççĕ. Светлана Анатольевна Поликарпова врач-педиатрта, Лидия Анатольевна Мосина ача-пăчан шăл тухтăрĕнче тăрăшаççĕ.
Тăвай районĕн тарават çĕрĕ çинче тĕрлĕ халăх ывăлĕ-хĕрĕсем çемье çавăрса хăйсен телейне тупни ырă пулăм тесех калас килет. Çемьеллĕ çын районта пусăрăнса ĕçлет, ача-пăча ÿстерет, халăх тавне тивĕçет.


 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика