Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕт йыхравĕпе

15 июня 2012 г.

Елена Николаевна Кузьмина терапевт хамăрпа кÿршĕллĕ Вăрмар районĕнчен. Йышлă çемьере ÿснĕ. Парта хушшинче ларнă çулсенчех врач пулма картса хунă, ĕмĕчĕ хыççăн çирĕп тĕллевпе утнă. Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ физикăпа математика шкулĕнче вĕреннĕ, республикăри олимпиадăсенче палăрнă. ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухсан, Тăвай район больницине ĕçлеме янă. Кунта вăл В.Кузьмин тĕп ветврачпа (халĕ паллă предприниматель) çемье çавăрнă. Ывăлĕпе хĕрĕ иккĕшĕ те Тăвайри вăтам шкултан ылтăн медальсемпе вĕренсе тухрĕç, амăшĕн çулĕпе кайрĕç. Хĕрĕ кăçал Мускавра вĕренсе алла 2 диплом илчĕ пулсан, ывăлĕ Игорь Чул хулари медицина академийĕн I курсне вĕçлет. Сăмах май калас-тăк, Елена Николаевнан пиччĕшĕ те, Вячеслав Николаевич Кириллов, Вăрмар район больницин тĕп врачĕ, ăста хирург шутланать. Пĕр вăхăт вăл район администрацине те ертсе пычĕ, анчах хăйне ăçта пÿрнĕ çавăнтах, таврăнчĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Е.Кузьминана РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика