Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене шанмалла

19 июня 2012 г.

Тăвай ялĕ илемленсех пырать. Çулталăк хушшинчех унăн сăн-сăпачĕ ырă еннелле улшăнчĕ. Акă, ача-пăча паркĕ шăпăрлансене кăна мар, аслисене хăй патне туртать халĕ. Часах физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайĕ. Реклама щичĕсемпе баннерсем те хитрелĕхĕпе илĕртме пуçларĕç. Тăвай ялне пырса кĕнĕ çĕрти пысăк стенд çинче хамăр тăрăхри сумлă çынсен сăн ÿкерчĕкĕсем аякранах курăнса лараççĕ.
Район центрĕнчи 1-мĕш номерлĕ ача садĕнчи хатĕрленÿ ушкăнĕнчи ачасем Т.Шакина воспитатель ертсе пынипе Тăвай ялĕ тăрăх экскурсие тухрĕç. Малтанах “В молодежь надо верить!” ятлă баннерпа паллашрĕç. Вăл тĕрлĕ пайран тăрать. Ачасене уйрăмах çамрăксен пурнăçĕ интереслентерчĕ. Палланă сăн ÿкерчĕксем те сахал мар иккен кунта. Сăмахран, Саша Кондратьевпа Лилия Владимирова пирĕн садике çÿренĕ. Вĕсем – нумай музыка конкурсĕсемпе фестивальсен çĕнтерÿçисем. Акă, Лилия иртнĕ эрнере Саранскри Пĕтĕм Раççейри “Гран-при Поволжья” искусство фестивалĕнчен икĕ Дипломпа таврăнчĕ. “Ангелы” юрра юрланине жюри членĕсем пĕрремĕш вырăнпа хакланă. Дуэтпа юрласа та мала тухнă вăл.
Пĕчĕкскерсем аслă юлташĕсем çине ăмсанса пăхрĕç. Кашниех вĕсем пек вĕренÿре, ытти мероприятисенче пултаруллă пулма ĕмĕтленчĕ ĕнтĕ. Экскурси вăхăтĕнче мĕн чухлĕ çĕнĕ информаци илчĕç, юлашкинчен асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика