Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Министр килнĕ

20 июня 2012 г.

Июнĕн 16-мĕшĕнче Чĕчкенте пурăнакан Лемига Тимергалеевна Тимергалеева 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Ăна саламлама ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, социаллă хÿлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина, Чĕчкен ял поселени администрацийĕн специалисчĕ Людмила Григорьева килсе çитнĕ.

Лемига Тимергалеевна Чĕчкен ялĕнче çуралса ÿснĕ. 20-ре чухне Намадзян Зарипович Зарипова качча тухнă. Вĕсен хĕр çуралнă. 1954 çулта Лемиган мăшăрĕ йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Шел пулин те, халĕ юбилярăн хĕрĕ те, мăнукĕсем те çук ĕнтĕ. 1983 çулта вăл килне Салеевсен çемйине пурăнма кĕртнĕ. Вĕсем пăхаççĕ те ĕнтĕ халĕ тăр-пĕччен юлнă кинемее, ăшшăн асанне тесе чĕнеççĕ.

Лемига Тимергалеевна 40 çул ытла колхозра ĕçленĕ, ĕç ветеранĕ ята тивĕçнĕ. Тылра ырми-канми вăй хунăшăн панă медальсем те пур унăн.

Алла Самойлова юбиляра РФ Президенчĕн В.В.Путинăн Саламлă çырăвне панă. «Эпир Сирĕн ăрупа — Аслă Отечественнăй вăрçăн йывăрлăхĕсем витĕр тухнă паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе — мăнаçланатпăр. Аслă Çĕнтерÿре Сирĕн кашнин тÿпи пур. Сирĕн паттăрлăх ĕмĕре упранса юлĕ. Çирĕп сывлăх, ырлăхпа тивлет Сире»,— тенĕ унта.

Алла Владимировна кинемее пăхса пурăнакансене тав тунă, ватă çынсене пулăшни пархатарлă ĕç пулнине палăртнă.

Çавăн пекех министр районти тĕп больницăна çитсе унти ĕçсемпе паллашнă, Шурутри ваттисен çурчĕпе пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче, Чурачăкри, Урмаелĕнчи çемье врачĕн уйрăмĕсенче пулнă, «Земство тухтăрĕ» программăпа пирĕн района ĕçлеме килнĕ çамрăк тухтăрсемпе Т.Зайцевăпа тата Д.Зиатдиновăпа тĕл пулнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика