Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çын илемлĕ

06 июня 2012 г.

Асăрханă-и эсир, пурнăç йывăрлăхĕсене чăтса ирттерекен çынна ватлăх та парăнтараймасть. Шав малалла талпăнать вăл, пăрчăкан пек вăр-вар, çирĕп кăмăллă, самантлăха та ĕçсĕр ларма пултараймасть. Утмăл çул каялла çут тĕнчене килнĕ Лена Печкова харсăрлăхĕнчен ял тĕлĕнет. "Çуралнă кун çулталăкра пĕрре килет, пĕр кун кансан та юрать", - тесе ĕçе кайма шухăшламарĕ вăл паян. Лена аппа тивĕçлĕ канурине пăхмасăр Тутарстан Республикине ĕçе çỹрет: стройкăра ĕçлеме те маçтăр вăл, хирте пилĕк авасси те уншăн темех мар. Ỹркенменскер кинне пулăшас тесе каçхине хурса лартнă чустапа тĕрлĕ çимĕç хатĕрлеме хутшăнчĕ. Кукăль-пỹремĕчсем, капăртмасем, пиццăсем уйрăмах тутлă та кăпăшка пулаççĕ унăн. Кинĕ тĕрлĕ салат тума ăста. Иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса сĕтел хатĕрлеççĕ. Шăрттанне кинĕ маларахах пĕçерсе хучĕ. Акă мăнукĕсем те ура çине тăчĕç. - Асанне, асанне, сана çуралнă кунпа саламлатпăр. Эпир сана хытă юрататпăр, - теççĕ пĕрин хыççăн тепри аслăмăшне ытамласа. Амăшĕн çуралнă кунне хулари ывăлĕ çемйипех çитнĕ. Лена Николаевнăн куçĕсем çуталчĕç, мăнукĕсене çав тери юратать вăл. Тăваттăн вĕсем унăн. Коля ывăлĕн çемйипе пурăнать Лена аппа. Пĕр тăвансем йышлă хĕрарăмăн. Пуринпе те туслă пурăнаççĕ. Вĕсем те аппăш-йăмăкне саламлама килеççех. Çавăнпа иртенпех пурте ăшталанаççĕ. - Анне, чун-чĕререн саламлатпăр. Сывлăху çирĕп пултăр. Эсĕ пирĕн пит маттур. Юрататпăр сана. Каçарсам, кỹрентеретпĕр те пулĕ..., - амăшне саламланă май ĕçе васкарĕ Коля ывăлĕ. ...Журавлевка ялĕнче сакăр ачаллă çемьере ỹссе çитĕнчĕ вăл. Ачаран ĕçре пиçĕхрĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах сурăх фермине ĕçлеме кĕчĕ. Унтан Аслă Елчĕк çамрăкне качча тухрĕ. Нумай пурăнма килмерĕ ăна мăшăрĕпе. Çемьерен тухса кайрĕ арçын. Икĕ ывăлне пĕччен пăхса ỹстерчĕ. Ачисене ура çине тăратас тесе çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хучĕ. Хăйне шеллемерĕ. Ленин ячĕллĕ хуçалăхра мĕн пенсие тухиччен тăрăшрĕ. Ĕçпе йăпанса пурăнса хуçалăха çирĕп тытса пычĕ. Ывăлĕсене çемье çавăрма пулăшрĕ. Халĕ те килте ахаль лармасть. Ĕçре маттур пулнипе ял-йышра хисеплеççĕ ăна. Каç енне Печковсен кермен пек чаплă çурчĕ умне çăмăл машинăсем пĕрин хыççăн тепри килсе ларчĕç. Тăван-хурăнташĕсем, хăтăшсемпе тăхлачăшĕсем сумлă хĕрарăма саламлама килсе çитрĕç. Хисепе ĕçпе çĕнсе илнĕ Лена Николаевна. Харсăр çын илемлĕ. Халĕ те хĕр чухнехи пек яштака та илемлĕ пỹ-силлĕ, ăш пиллĕ вăл. Килекен кашни çынна тарават кил хуçи хĕрарăмĕ. "Ватлăх кунĕсенче ачасен хисепĕнчен ырри мĕн пултăр", - тет ачисемпе мăнукĕсене ырă пурнăç пиллесе малалла ăнтăлакан хĕрарăм...

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика