Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем

06 июня 2012 г.

 

ЧР Сывлăх Сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин «Халăха социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» бюджетлă учрежденин Арапуçĕнчи вăхăтлăх пурăнмалли уйрăм ĕçлеме пуçланăранпа кĕçех 20 çул çитет.

Çак уйрăмра вăтăр ватă кил ăшшине тупнă. Кашнин хăйĕн кун-çулĕ, шăпи. Вĕсем ăшă та хăтлă пÿлĕмсенче пурăнаççĕ. Вĕсене кунта пурăнма пур условисем те туса пама тăрăшаççĕ. Кинемисемпе мучисем те кунта алă усса лармаççĕ, вăй-хал çитнĕ таран территорие тирпей-илем, хăтлăх кĕртме пулăшаççĕ.

Çак уйрăмра: Л.Иванова, В.Викторова, Н.Максимова, Л.Иванова, Л.Арсентьева, Н.Петрова социаллă ĕçченсем вăй хураççĕ.

«Хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн ăста», - тет çак уйрăм заведующийĕ Л.Софронова нумай çул хушши тăрăшса ĕçлекен социаллă ĕçчен Людмила Петровна Иванова пирки. Вăл çак уйрăмра 1998-мĕш çултанпах тăрăшать, ватăсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлет, вĕсене ăнланма тăрăшать.

Пĕтĕмĕшле каласан, социаллă ĕçченĕсен ĕçĕ йывăр та пархатарлă.

«Ватта сума сăвакан, хăй те ырă курать» - тенĕ ватăсем. Халăхшăн тăрăшакансене, вĕсене ырă тăвакансене, пулăшу паракансене çак çăмăл мар ĕçре ăнăçу, çирĕп сывлăх сунас килет. Ваттисен каларăшĕ пурнăçлансах пытăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика