Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кино юратакансем тунсăхламарĕç

01 июня 2012 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери V кинофестиваль шайĕнче кăçал 100 ытла мероприяти иртнĕ, 30 ытла кинокартина кăтартнă, унта 40 ытла актер, режиссер, сценарист, киновед... хутшăннă.

Иртнĕ шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăл савăнăç­лă лару-тăрура хупăнчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем вара çапларах: Республика Пуç­лăхĕн парнине Фарход Абдуллаев лартнă «Презумпция согласия» фильм тивĕç­рĕ (Раç­çей – Таджикистан). «Куракансем килĕштернĕ фильм» ята Алексей Колмогоров ÿкернĕ «Связь времен» кинолентăна панă.

Тĕп жюрипе пĕрлех пресса жюрийĕ те ĕç­ленĕ. Вăл хăйĕн парнине Швеципе Финлянди пĕрле ÿкернĕ «Ирис» (режиссерĕ Ульрика Бенгтс) драма тивĕç­лĕ тесе йышăнчĕ. «Иккĕмĕш планри рольшĕн» номинацире «Случайная связь» трейлерти Наталья Коляканова тивĕçнĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире «Огни притона» (режиссерĕ Александр Гордон) Оксана Фандера çĕнтерчĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» ят Рамил Азимова («Презумпция согласия») пÿрчĕ.

«Чи лайăх оператор» – «Ирис» фильма ÿкернĕ Роберт Нордстрем. «Чи лайăх сценари» номинаципе «Сибирь. Монамур» сценаристне Вячеслав Роса (режиссерĕ те хăй) çитекен пулмарĕ.

«Илемлĕ фильмăн чи лайăх режиссури» номинацире «Рай для мамы» ĕç режиссерне Актан Арым Кубата (Кăркăсстан) тĕп парнепе палăртрĕç. Михаил Процько сцена çине гран-при илме хăпарчĕ.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика