Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Мишар» - Турцире

31 мая 2012 г.

Çу уйăхĕн 14-22-мĕшĕсенче Турцин тĕп хулинче Анкарара Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен «FOMGED» фестивалĕ иртнĕ. Ăна çамрăксен тата спорт кунне халалланă. Унта Комсомольски районĕнчи Урмаелти «Мишар» эстрада ансамблĕ те хутшăннă.

Фестивальте 134 çĕр-шыври артистсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Раççейрен вара «Мишарсăр» пуçне Тутарстанри тата Саха-Якутири, Ростов облаçĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнма кăмăл тунă. 10 кунра вĕсем халăх йăли-йĕркипе, культурипе паллаштарнă, мастер-классем ирттернĕ, куравсем йĕркеленĕ. «Мишар» Анкарари концерт лапамĕсенче мишерсен, Хусан тутарĕсен, чăвашсен юрри-ташшине кăтартнă. Комсомольскинчи ача-пăча искусствисен шкулĕн преподавателĕ Надежда Абдюшева «Эпир - Чăваш Енрен» выставкăпа савăнтарнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика