Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăвалла пулсан та - малаллах!”

26 мая 2012 г.

Çĕрпе тĕллевлĕн те тухăçлăн усă курмалли пирки республика ертÿлĕхĕ час-часах аса илтерет. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территорири органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура районсенче çĕре ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене арендăна панă чух тухса тăракан чăрмавсем пирки сăмах пуçарнă.

«Çĕр çинче ĕçлес кăмăллă предпринимательсем пур. Муниципалитет влаçĕсен вĕсене чăрмантармалла мар. Çĕре арендăна илессипе çыхăннă процедурăсене чăрмавсăр пурнăçлассине тивĕçтермелле”, - палăртнă Михаил Васильевич.

Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче ку енĕпе нимĕнле чăрмав та çук. Кăмăл пуррисене пурне те çĕре арендăна параççĕ. “Ял тăрăхĕнчи 2500 гектар çĕр пурне те çитет: Ленин ячĕллĕ хуçалăха та, фермерсене те, ыттисене те. Ял хуçалăх кооперативĕн кăтартăвĕсем пуçлăха Валерий Падуева уйăрса лартнăранпа лайăхланма пуçларĕç: выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те, тĕш тырă туса илес енĕпе те. Пĕлтĕр те, кăçал та усă курман пĕр гектар çĕр те хăварман вĕсем, - каласа кăтартать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Афанасьев. - Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче çичĕ фермер. Вĕсем 700 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ, ытларахăшĕ - ÿсен-тăран отраслĕпе. Пĕри тĕш тырă туса илнипе пĕрлех килĕнче 20 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрать. Техника та пур унăн. Иккĕшĕ пахча çимĕç /кишĕр, кăшман, çĕр улми/ ÿстереççĕ, тăрăшуллăскерсем патĕнче çынсем те ĕçлеççĕ. Ку фермерсене колхозăн пулнă пахча çимĕç управĕсене арендăна патăмăр. Пушă ларас тăк çак çуртсем юхăнса кайĕччĕç, капла вĕсене пăхса-юсасах тăраççĕ. Ытти çурт-йĕре те, кÿлĕсене те арендăна патăмăр. Ĕçлес текенсене мĕншĕн кансĕрлес? Ĕç пулмасан халăх ĕçке ерме те пултарать».

Валерий Зинонович ĕçсĕррисен шутĕнче тăнă çынсем бизнес-план хатĕрлесе патшалăхран 58, 8 пин тенкĕ илни, çапла майпа предпринимательсен йышне кĕни пирки те каласа кăтартрĕ. Вĕсене автопарка арендăна панă-мĕн. Пуçаруллăскерсем станоксем, хăма çуракан рама туяннă, халĕ алăк, чÿрече, “вагонка” ăсталаса сутаççĕ. Асăннă предпринимательсем патĕнче 6-7 çын вăй хурать. Çак мелпех бизнес уçнă тепĕр ушкăн вара металран тĕрлĕ япала хатĕрлет. Унта ял халăхĕ валли 2-3 ĕç вырăнĕ тупăннă. “Правительство ял халăхне пулăшмашкăн чылай программа сĕнет. Тĕслĕхрен, тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсене, килти хушма хуçалăха аталантаракансене тата ыттисене хавхалантармалли мелсемпе çыхăннисем. Вĕсене тĕрĕс ăнланса тĕллевлĕн усă курма кăна пĕлмелле”, - чунне уçать В.Афанасьев.

Çакна та палăртса хăварар: ку ял тăрăхне пĕр ял çеç - Аслă Елчĕк - кĕрет. 708 киллĕскерте 2038 çын пурăнать. Вырăнти халăх ялти условисем хулари пекех пулнăшăн савăнать: газ та, çутă та пур, çуртсенчен 50 процентне шыв кĕртнĕ, ванна пÿлĕмĕ тунă, туалет та шалтах. Урам хушшисенче /60 процент чухлĕ/ вак чулран çул сарнă, çавна май чылайăшĕ çăмăл машинăпа кирек мĕнле çанталăкра та ирĕклĕнех çÿрет.

“Пирĕн, Аслă Елчĕксен, пĕр девиз: “Тăвалла пулсан та - малаллах!” Çак чĕнĕве çырнă транспаранта эпир яла пырса кĕнĕ çĕре те вырнаçтартăмăр. Тĕнчипе паллă ентешĕмĕр Геннадий Волков пире хăй çапла каласа хăварнă. Апла тăк пирĕн урăх çул çук - малалла çеç”, - калаçăва тăсать ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Аслă Елчĕксем педагогика наукисен докторĕ, профессор, этнопедагогика никĕслевçи, 1000 яхăн ăслăлăх ĕçĕн авторĕ Геннадий Волков шăпах çак ялта çуралса ÿснĕшĕн мăнаçланаççĕ, савăнаççĕ. Чăваш Республикин ветерансен канашĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУри этнопедагогика наукăпа тĕпчев институчĕ, Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ шкулти учитель ветерансем тата ял халăхĕ пуçарнипе Геннадий Никандровичăн палăкне тума йышăннă. Пархатарлă çак шухăша пурнăçа кĕртес ĕçе кашниех - республикăн е Раççейĕн кирек хăш кĕтесĕнче пурăнакан та - хутшăнма пултарать. Реквизитсем: ИНН/КПП 2128020854/213001001 Чувашская республиканская общественная организация ветеранов /пенсионеров/ войны, труда, Вооруженных сил и правоохранительных органов Р/с 40703810775220100068 в Чувашском ОСБ /8613 г.Чебоксары, БИК 049706609

К/с 30101810300000000609,

ОКПО 24371114.

Палăка Владислав Немцев скульптор ăсталать. Ăна мухтавлă чăваш ывăлĕ çуралса ÿснĕ ялта кăçал çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче - Пĕтĕм тĕнчери “Волков вулавĕсем” V конференци умĕн - уçма палăртнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика