Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç йывăр пулсан та

26 мая 2012 г.

 

Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери V кинофестиваль паян хупăнать. Çак тапхăрта /çу уйăхĕн 21-26-мĕшĕсем/ жюри членĕсем, ăна Раççей искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Павел Финн сценарист ертсе пырать, конкурса тăратнă 11 ĕçпе паллашнă. Çĕнтерÿçĕ­­сене шăпах паян палăртĕç. Çак кинокартинăсенчен иккĕшĕнпе эпĕ те паллашма май тупрăм.

Вĕсенчен пĕри - Андрей Богатырев çамрăк режиссерăн «БАгИ» киноленти. Унпа Сергей Фетисов актер паллаштарчĕ. Ахаль вулавçăшăн, тен, фильм ячĕ нимĕн те «каламасть» пулĕ. Компьютерпа ĕçлекенсем вара лайăх пĕлеççĕ, сăмах - система йăнăшĕ пирки. Богатырев ăна хăйĕн фильмĕн ятне кăларса мĕн тĕллев тытнă-ха? «БАгИ­­­­пе»паллашнă хыççăн çапла калама пулать: пирĕн пурнăç йăнăш çул çине тăнă. Чыс, пархатар, сум, сăпайлăх манăçа тухса пынине ĕненмелле кăтартса панă. Ултав хуçаланать. Паян эпир мĕне тăнине укçа /вăл камăн пур, камăн çук/ палăртать.

Йĕри-тавралла çаврăнса пăхатăн та - пурнăçри лару-тăрăва хак пама тăратăн та ирĕксĕрех: «Тĕрĕсех-çке», - теме хăтланатăн.

Çак шухăша вара «БАгИ» хыççăнах пăхнă тепĕр фильм - «Рай для мамы» ĕç - сирме пулăшрĕ. Кăркăс режиссерĕ Актан Арым Кубат ăна Казахстанра 2009 çулта ÿкернĕ. Шупашкар куравçисене асăннă фильмпа Сергей Азимов продюсер паллаштарчĕ.

Унти сюжет Чăваш Еншĕн те, Раç­çейшĕн те ют мар.

Русланпа Тимур ашшĕсĕр ÿсеççĕ, вăл Раççее ĕçлеме кайнă. Таврăнма та вăхăт, анчах арçын ачасем те, вĕсен амăшĕ те юратнă çыннине кĕтсе илеймеççĕ. Çак вăхăтра амăшĕн мĕн-мĕн витĕр «тухма» тивнине, шел те, шăпăрлансем те чухласа илеççĕ çеç мар, хăйсен куçĕпе кураççĕ. Амăшĕ Зина текех çак таса марлăхра пурăнма пултараймасть, пурнăçран уйрăлать.

Кĕçĕн ывăлĕн пысăк ĕмĕчĕ - амăшне леш тĕнчере çăтмахра тăвасси.

Малтанхи кинолентăпа танлаштарсан кунта ырăлăх, çутă пур. Çавăнпа тĕнче пĕтĕмпех усалланса, хаярланса çитмен-ха теме шанăç пур. Тавах çакăншăн режиссера, пурнăç, йывăр пулсан та, илемлине курма, пире çавна туйма , шырама майсем тупса панăшăн.

Фильм вĕçленсен ларнă вырăнтан часах тапранаймарăм. Ман туйăмсем кинофильм серепинчех-ха. Йĕри-тавралла пăхатăп: ыттисемпе те çаплах, вĕсем те лараççĕ. Иртнĕ çул финсен «Письма отцу Якобу» киноленти хыççăн çапла пулнăччĕ. Пур-ха эппин куравçăсем валли лайăх ĕçсем. Ас тăватăп: «Письма отцу Якобу» фильм кинофестивальте тăватă номинаципе, çав шутра «Чи лайăх фильм» енĕпе те, çĕнтернĕччĕ. Сăмах май, «Рай для мамы» ĕç те Эрĕнпурта иртнĕ «Хĕвел анăçĕ тата Хĕвел тухăçĕ. Классика тата авангард» Пĕтĕм тĕнчери IV кинофестивальте “Чи лайăх фильм” номинаципе “Сарматсен ылтăн ăрасланне” илнĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика