Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чун валли ытларах кирлĕ”

26 мая 2012 г.

 

Куракансем артистсемпе, режиссерсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусене те хаваспах хутшăнчĕç. Калăпăр, “Çеçпĕл” кинотеатрта кинофильм хыççăн кашнинчех пресс-конференци иртрĕ. Кĕçнерни кун Узбекистан Патшалăх премийĕн лауреачĕ, режиссер тата сценарист Али Хамраев, унăн мăшăрĕ Гульбустан Ташбаева актриса, Финляндин Раççейри Посольствин атташи Алла Богомолова /“Ирис” кинофильмăн представителĕ/, “Радуга” кинофильмăн режиссерĕ тата сценарисчĕ Виктор Чепрасов, çавăн пекех унăн продюсерĕ Игорь Демух журналистсемпе тĕл пулчĕç.

Палăртса хăварар: “Ир­ис”­/ре­жиссерĕ Ульрик Бенгтс/ - Финляндире шведла ÿкернĕ пĕрремĕш кинофильм /ку çĕр-шывра халăхăн 6 проценчĕ çеç çак чĕлхепе пуплет/. Унти ĕçсем XIX ĕмĕрте пулса иртеççĕ. Ирис - саккăрти хĕр ача, амăшĕпе çеç ÿсет. Халĕччен йывăрлăх мĕн иккенне пĕлменскер пурнăçăн чăн тути-масине туять, ачалăх тĕнчине лекет. Кинофильмра хускатнă ыйтусем паянхи пурнăçра уйрăмах çивĕч иккенне палăртрĕç пресс-конференцире. Амăшĕсем ку ĕçе пысăк хак пачĕç, тепĕр хут кăтартма ыйтрĕç.

Кинофильмра артистсен çи-пуçĕ пысăк вырăн йышăннине асăнмалла. Костюмсемшĕнех вăл Финляндире иртекен “Юсси” наци премине тивĕçнĕ.

- Чăваш Енри кинофестивалĕн хăйне евĕрлĕхĕ - сахал йышлă халăхсен культурине, кун-çулне çутатнинче. Кирек ăçта кайсан та эпĕ тĕп хуласенче мар, аякри вырăнсенче пулма тăрăшатăп. Мĕншĕн тесен шăпах çавăнта халăхăн чăн-чăн пурнăçĕ, унăн чунĕ курăнать. Маншăн, искусство çыннишĕн, çакă кăсăклă. Çавăнпа та сахал йышлă мар, пысăк чунлă халăх тесе калассăм килет, - терĕ Али Хамраев.

ЧР культура министрĕ Роза Лизакова Али Иргашалиевича юбилей ячĕпе саламларĕ, ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата чăваш сувенирĕ­­пе чысларĕ.

Али Хамраев автор кинофильмĕ ÿкерет. Журналистсем режиссерăн ĕçĕпе кăсăкланчĕç.

- Автор киновне ÿкересси режиссершăн чи пысăк телей. Мĕншĕн тесен вăл - этемĕн шалти туйăмĕ­­сене уçса памалли чи лайăх меслет. Вăл никама та вĕрентмест, критиклемест. Унăн тĕп тĕллевĕ - çыннăн чун хĕлĕхĕсене сĕртĕ­­н­­се вĕсене вырăнтан хускатасси. Çавăнпа та пире укçашăн ÿкернисем мар, çакăн йышши кинофильмсем ытларах кирлĕ.

Малалла калем ăстисем Виктор Чепрасова микрофон патне чĕнчĕç.

- Вăрçă - тĕнчере чи хăрушши. “Ăна кам шухăшласа кăларнă?” - текен ыйтăвăн хуравне эпĕ “Радуга” кинофильмри икĕ арçын ачан калаçăвĕнче шырарăм. Ăна пурнăçра пулса иртнĕ чăн пулăмсем тăрăх калăпланă. Ку историе “Бумбараш” кинофильмăн сценарисчĕ Евгений Митько çырма пуçланă, вĕçне çитереймен. Малашне вăрçă мĕнне пĕлмен ачасем çураласса шанас килет, - терĕ Виктор Николаевич.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика