Яльчикский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл атлетсен çитĕнĕвĕ

23 мая 2012 г.

 Шупашкарти "Олимпийский" стадионта çăмăл атлетсен республикăри чемпионачĕ иртнĕ. Унта районăн пĕрлештернĕ команди хутшăннă. Çитĕнỹсем уйрăмах 1995 - 1996 çулсенче çуралнă хĕр ачасем хушшинче пысăк. Патреккелĕнчи шкулта физкультурăна вĕрентекен А.Адюковăн воспитанникĕсем, хальхи вăхăтра олимп резервĕсен Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти училищисенче ăсталăха туптакан О.Николаева, А.Арбузова 1500 метрлă дистанцире пĕрремĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 2000 метрлă чăрмавсемлĕ дистанцире Лаш Таяпари О.Теренина тата Çирĕклĕ Шăхальти З.Захаров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. 1993 - 1994 çулсенче çуралнă çăмăл атлетсенчен 400 метрлă дистанцире Елчĕкри А.Голубев призерсен йышне кĕнĕ, виççĕмĕш вырăна тухнă. Вăлах 100 метрлă дистанцире финалистсен йышне кĕнĕ, пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Чемпионатăн иккĕмĕш кунĕнче сăнă ывăтассипе Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекенсем Д.Алексеевпа З.Захаров - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Курнавăшри С.Константиновпа А.Смирнов 800 метрлă дистанцире тата çỹллĕшне сикессипе 6-мĕш результатсем кăтартнă. О.Николаева вара хăйĕнпе тупăшакансене чылай кая хăварса 800 метра пĕрремĕш чупса тухнă. 4 х 400 метрлă эстафетăна хĕрсем питĕ ăнăçлă вĕçленĕ. Вĕсем хамăр ентешрен А.Игнатьев олимпиецран ырă тĕслĕх илсе мала тухнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика