Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта тата хулара мĕнпе апатланаççĕ?

23 мая 2012 г.

Чăваш Республикин Патшалăх статистикин федераци службин территори органĕ кварталта пĕрре 500 кил хуçалăхĕн бюджечĕсен тĕрĕслевне ирттерет. Юлашки тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2011 çулта виçĕм çулхипе танлаштарсан хуçалăхсен апат-çимĕç çине каякан тăкакĕсем 9,8 процент ỹснĕ. Кашни çын пуçне уйăхне хулара вăтамран - 3344 тенкĕ, ялта 2589 тенкĕ тăкаклаççĕ иккен. Хулара тата ялта пурăнакансен апат рационĕнче уйрăмлăхсем пур. Ял çыннисем сурăх ашĕ, сĕт, тăпăрчă, çĕр улми, консервланă тата шăнтнă улма-çырла, пахча çимĕç консервисем тата сысна ашĕ хуларисенчен нумайрах çиеççĕ. Ку вĕсем çак апат-çимĕçе хăйсен хуçалăхĕсенче туса илнипе çыхăннă. Хулара пурăнакансем вара ашран тата сĕтрен тунă юр-вара - кăлпассисене, консервсене, çурма фабрикатсене, йогурта, сыра ытларах çиеççĕ. Хулара пурăнакансен талăкри рационĕнче 2893 килокалори, ялтисен - 2567. Мĕнпе апатланни тỹрремĕнех çемьен тупăшĕпе çыхăннă. Атăлçи федераци округĕн субъекчĕсем хушшинче çĕр улми тата улма-çырла çиес енĕпе Чăваш Республики 1-мĕш вырăн йышăнать, пулă тата унран хатĕрленĕ продуктсемпе, сахăрпа, кондитер изделийĕсемпе - 2-мĕш вырăнта.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика