Чепкас-Никольское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                          

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр пĕрле, юнашар

16 мая 2012 г.

ПĔТĔМ тĕнчери çемье кунне анлăн паллă тăвасси районта та вăй илсе пырать. Анат Чаткасра та асра юлмалла иртрĕ вăл. Çак кун ял поселенийĕн администрацийĕн ятарласа илемлетнĕ залне ялти ятлă çемьесене чĕннĕ. Хăнара, акă, изумруд юбилярсем Александра Андреевнапа Николай Максимович Савельевсем. Телейлĕ мăшăр пĕрле пурăнма тытăнни 55 çул çитнĕ иккен.

Мария Васильевнапа Анатолий Васильевич Зиновьевсем те – ялти сумлă çемье. Шăпах çур ĕмĕр çемье лавне пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса туртаççĕ. Гельфания Абдулкадировна тата Гельфан Селяхович Бахитовсен çемье стажĕ те 52 çулпа танлашать.

Çемье кунне халалланă уява ял поселенийĕн пуçлăхĕ Л.Петрова уçрĕ, пухăннисене ăшшăн саламланă май çемье шăпах общество никĕсĕпе тĕрекĕ пулнине палăртрĕ.

Юбилярсене саламлама çавăн пекех район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Л.Портнова тата ЗАГС начальникĕ Е.Федорова та килнĕ. Елена Николаевна палăртнă тăрăх, аллă çул ытла пĕрле пурăнакан çемьесем районта 147. Ашшĕ-амăшĕсене, асламăшĕ-кукамăшĕсене, аслашшĕ-кукашшĕсене ачисемпе мăнукĕсем хисеп тунă самант та хумхануллă пулчĕ.

Уявра тин çут тĕнчене килнĕ Богдан Матвеева та чысларĕç. Вăл – Мальвинăпа Алексей Матвеевсен виççĕмĕш пепки. Вĕсем амăшĕн капиталĕн республика сертификатне тивĕçрĕç.

Çавăн пекех, çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене ытти ял поселенийĕсенче те чысларĕç. Çемье капиталĕн сертификачĕсене илекенсем те пулчĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429178, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с.Чепкас-Никольское, ул. Чапаева, 24
Телефон: 8(83546) 2-72-48
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика