Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕсене юратса пурнăçлаççĕ

27 апреля 2012 г.

Ĕçĕсене юратса пурнăçлаççĕ

Пирĕн çĕр-шывра пур ĕç те хисепре. Çын хăйне шанса панă ĕçе вăхăтра, пахалăхлă пурнăçласа пырать пулсан, вăл мухтава тивĕçлĕ.
Енĕш Нăрвашри Елена Степановна Иванова ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан, таçта çăмăл ĕç шыраса çÿремен. 1984 çулта “Красная Чувашия” ЯХПКра ĕне сума пуçланă. Тăрăшуллăскере кайран сыснасене пăхма шаннă. 2009 çултанпа вара тепĕр хут машинăпа ĕне сума тытăннă Е.Иванова. Кăтартăвĕсене çулсерен ÿстерсех пыма тăрăшнă. Кооператив Хисеп грамотипе хаклă парнесем, укçан преми пĕр хутчен мар илме тивĕçнĕ пулнă вăл. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăтăр çула яхăн вăй хурса активлăх кăтартать Елена Степановна. Çак кунсенче ăна район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.
Мăшăрĕ, Иван Сергеевич, “Красная Чувашия” ЯХПКра водительте тăрăшать. 38 çул та пулать пуль И.Ивановăн ĕç стажĕ. Коллективра ырăпа кăна асăнаççĕ ăна та. Хăйĕн тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пырать.
Ивановсен çемйинче пилĕк ача çитĕнет. Вĕсем ашшĕпе амăшне вăйĕ çитнĕ ĕçсене пурнăçласа пулăшаççĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ванерке “Красная Чувашия” ЯХПКри Е.Иванована Хисеп грамоти парать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика