Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм витĕр

05 мая 2012 г.

Присоединенное изображение

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи чарăннăранпа 67 çул иртнĕ пулсан та ун хуйхи ветерансен чĕринчен нихăçан тухмĕ, хăй çинчен аса илтерсех тăрĕ. Чылай çын ĕмĕтне хуçрĕ, ачи-пăчине тăлăха хăварчĕ ылханлă вăрçă. 67 çул иртрĕ унтанпа. Вăрçăран таврăннă ветерансем те ялсенче пĕрер е икшер анчах тăрса юлчĕç. Аслă Елчĕк ялĕнче паянхи кун икĕ ветеран анчах пурăнать: П.Печков тата В.Питаков. Хаçатăн паянхи номерĕнче эпĕ Вениамин Питаков пирки çырса пĕлтересшĕн. Вениамин Евдокимович 1925 çулта çуралнă. 1943 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче ялтан 11 çын вăрçа тухса кайнă. Вĕсенчен пĕри В.Питаков пулнă. Калинин облаçĕнче 2 уйăх вĕреннĕ хыççăн Великие Луки çывăхĕнчи тăракан запасри стрелковăй дивизине лекет вăл, пĕрремĕш çапăçăва кĕрет. Невель хули патĕнче çапăçу унăн асĕнче чылайлăха юлнă: снаряд ванчăкĕпе сылтăм алли суранланать унăн, сылтăм урине автоматран персе амантаççĕ. Кострома хулинче госпитальте сипленнĕ хыççăн 1944 çулта ăна Ленинградри госпитале ăсатнă. Унта сипленсен каллех вăрçа кĕрет салтак. Киле вăл 1945 çулта, Совет Çарĕ Фашистла Германие тĕппипех аркатсан, таврăнать. Ял халăхне вăрçă вăхăтĕнче анчах мар, кайран та питĕ йывăр пулнă. Вениамин Питакова бригадăна ертсе пыма шанаççĕ. II-мĕш ушкăнри инвалид 9 çул тăрăшать бригадирта. Каярах мĕн пенсине тухичченех (пурĕ 47 çул) Аслă Елчĕк шкулĕнче завхоз ĕçне пурнăçласа пырать. Паянхи кун ветеран хăйĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Ырă кăмăллă, çынна хисеплеме пĕлекен, йăл-йăл кулса ырă сунакан ватă вăл. Вăрăм кун-çул сунатпăр ветерансене. 

Сăн ỹкерчĕкре: В.Питаков.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика