Территориальный отдел "Сятракасинский"

Управления по благоустройству и развитию территорий

администрации Моргаушского муниципального округа

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пěчченлěхпе кичемлěх мана валли мар

12 апреля 2012 г.

     Илемлě тум тăхăннă Кристина тěкěр умěнче савăк кěвě çеммипе ăста ташăç евěр вăр-вар çаврăнать, тěрлě хускану тăвать.Пỹлěмре пěр самантлăха хуçаланнă кěвě-çемě самантне унăн хăюллă сăмахěсем татрěç.

   -Апрель уйăхěнче Шупашкар хулинче пысăк гала-концерт пулать вěт, эпě çỹрекен «Тантăш» ушкăн унта хутшăнма тивěçрě. Çавăнпа та кăшт пушă вăхăт тупăнсанах тěрлě ташă хусканăвěсене тăватăп. Хамăр пултарулăха кăтартма Мускав хулине те çитнěччě эпир, халě те аптрамăпăр-ха, - терě Кристина хавхалануллăн.

    Палăртма кăмăллă, хěр ачан ăсталăхě вěçсěр-хěрсěр. Акă сěтел тата çỹлěк çинче вăл ăсталанă тěрлě эреш, илем вырăн тупнă: çыхни, тěрлени тата ытти. Вěсене кашнинех чěрěлěх сěмě кěртме тăрăшнă вăл. Кристина ăсталанă япаласене район тата ун тулашěнче иртекен тěрлě куравсенче асăрхама пулать. Çавăн пекех вăл эрешсене парнелеме те кăмăллать, харпăр хăй  ăсталани пахарах вěт.

     Тěрлě енлě аталаннă, Çатракасси ял тăрăхěнче çуралса ỹснě Кристина Павлова спортпа та питě туслă. Вăл икě çул Адлер хулинче иртнě ăмăртăва  хутшăнчě, шашкăлла выляса пěрремěш тата виççěмěш вырăнсене çěнсе илме пултарчě. Ăçтан-ха черченкě хěр ачара çавăн чухлě пултарулăх тесе кăсăклантăм эпě.

    -Пěчченлěхпе кичемлěх мана валли мар. Çавăнпа та эпě тăтăшах хама валли тěрлě çěнěлěх тупатăп. Шашка вăййин туртăмě аттерен, ытти вара йăлтах аннерен,- терě хăюллăн Кристина.

    Пултаруллă хěр ача  вěренỹре те питě ăста, вăл Шупашкар хулинче вырнаçнă куç япăх куракан ачасен ятарлă шкулěнче пěлỹ пухать.Шкулта хăй тытăмлăх мелě ěçлет, Кристина – вěрентỹ  ěçěн министрě. Вăл хутшăннипе кунта «Стремление» ятарлă хаçат кăлараççě.

    Тăрăшулăха, пур енлě ăсталăха вара ответлă ěçченсем асăрхамасăр хăвармаççех. Раççейри куç курманнисен районти обществăлла организацийě  сěннипе тата пулăшнипе кăçал Кристина Чăваш Республикин стипендине илме тивěçрě. Халě вара вăл аслă пурнăç çулě çине тухма хатěрленет. Пултаруллă хěр ачана малашне татах та пысăкрах çитěнỹсем тума çирěп сывлăх сунар.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика