Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха тирпей-илем кÿчĕç

24 апреля 2012 г.

Кăçал апрель уйăхĕнчех аслатиллĕ çумăр çурĕ. Çавна май тавралăх юртан хăвăрт тасалчĕ, пăрланса ларнă купасене салатса асапланмалла пулмарĕ çынсен. Иртнĕ эрнере ăшă кунсемпе усă курса районти организацисемпе предприятисем, учрежденисем тата ытти коллективсем тухрĕç çÿп-çапа тасатма.
Халăха социаллă хÿтлĕх паракан центр ĕçченĕсем кивĕ шкул картишĕнче тирпей-илем кĕртетчĕç. Вĕсемпе юнашар – ача-пăча искусствисен шкулĕн работникĕсем. “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕн сотрудникĕсемпе санэпиднадзор центрĕн работникĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса, хавхаланса кивĕ çулçăсене, ытти ăпăр-тапăра шăлса пуçтарчĕç. Ача-пăча площадкинче те ĕç вĕресе кăна тăратчĕ, унти йывăçсен вуллисене шурататчĕç. Тĕп больницăра вăй хуракансем те тасалăха юратаççĕ, массăллăн тухнă ĕçлеме. Раççейри телекомăн Тăвайри филиалĕн, Канашри почтамтăн районти уйрăмĕн, Перекет банкĕн, Россельхозбанкăн коллективĕсем “Тăвайри кооператив” потребобщество харпăр хăй территорийĕсене пуринчен малтан тасатрĕç тесен те йăнăш мар. Район администрацийĕнче ĕçлекенсем çурт умне тирпейленĕ хыççăн, Тăвай ялĕнчи Ленин урамĕнчи çул хĕррисене йĕркене кĕртме хутшăннă. “Дорстрой” общество ĕçченĕсем тĕп урамри асфальтлă çула якатса тухрĕç. Тăвайри культурăпа кану центрĕнчи, библиотекăри ĕçченсем те тирпейлĕхре пурăнма юратаççĕ. Хĕвел ăшшипе киленсе вăй хучĕç вĕсем эрне кун. “Энергосеть” тулли мар яваплăхлă обществăрисемпе РФ Пенси фончĕн Тăвайри управленийĕн работникĕсем автостанци çывăхĕнче тар кăларнă. Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекенсем кĕçнерни кун район центрĕнчи Ленин урамне тирпейленĕ çĕрте активлăх кăтартнă. “Акконд–агро” фирма общество “Сахарок” магазин çывăхĕнчи территорие тирпейлеме хутшăннă тата ыттисем те ĕçленĕ. Пурне те асăнса пĕтереймĕпĕр. Ку ĕç малалла пырать. Ĕлкĕрейменнисем ку эрнере хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлĕç.
Тăвай урамĕсем тасалса илемленсех пыраççĕ. Районти ытти ялсем те иртен-çÿрен кăмăл-туйăмне çĕклеме пуçлĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика