Защита прав потребителейОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Банк карточкипе асăрхануллă пулмалла

25 апреля 2012 г.

ÇĔНĔ ХЫПАРСЕМ

Банк карточкипе асăрхануллă пулмалла 24.04.2012
К.АНДРЕЕВ

ШĔМĕн Шупашкар хулинчи управленийĕнчен 19 çулти хĕр пулăшу ыйтнă. Вăл енчĕкне çухатнă иккен. Унта вара 7 пин тенкĕ укçа тата банк карточки...

Вăл кăшт маларах хăй И.Яковлев проспектĕнчи кинотеатрта пулни çинчен каланă. Çавна май пакунлисем шырав ĕçне те унтах пуçарнă. Ĕç-пуçа часах уçăмлатнă. Укçана унта ĕçлекен икĕ хĕрарăм «çухатнă» иккен. Кинозала тирпейленĕ чух вĕсенчен пĕри хайхи енчĕке тупнă. Вăл укçан çуррине тата банк карточкине хăйне илнĕ, тепĕр çуррине тата енчĕке ĕçтешне панă. Унтан банкоматра хайхи карточка çинчен укçа та илнĕ - 2 пин тенкĕ. Чăрмав тухса тăман, хуçи пароле çав карточка çине çырсах хунă вĕт.

- Çак тĕслĕхпе «вăрлани» статьяпа уголовлă ĕç пуçарнă, - пĕлтерчĕ полицин 1-мĕш пайĕн следствишĕн яваплă уйрăмĕн пуçлăх çумĕ Татьяна Каминцева. - Хĕрарăмсене ниçта та тухса каймалла мар алă пустарнă.

Ку тĕслĕхре хĕршĕн ĕç-пуç йĕркеллех вĕçленчĕ тейĕпĕр. ЧР ШĔМĕ вара банк карточкисемпе усă куракансене асăрхануллă пулма сĕнет. Ансат правилăсене пăхăнмалла: PIN-кода вăрттăнлăхра тытмалла, банкоматпа усă курас умĕн лайăх пăхмалла - унăн панелĕ çинче ытлашши япаласем ан пулччăр, код цифрисене пуснă май клавиатурăна алăпа хуплама тăрăшмалла. Банкоматран укçа илнĕ чух ют çын пулăшăвĕпе усă курни вырăнсăр. Карточкăна çухатсан е хăвăр шут çинчи укçана такам илни палăрсан тÿрех банкпа çыхăнăр. Эсир шăнкăравланă хыççăн банк служащийĕсен хайхи карточкăпа усă курассине пĕр тăхтамасăр чарса лартмалла, укçа çухалнин сăлтавĕсене тĕпчемелле. Паллах, полицирен те пулăшу ыйтмалла.

 К.АНДРЕЕВ


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика