Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Делегаци хăнара пулнă

18 апреля 2012 г.

Тукаймишерсем ял хуçалăхне аталантарассишĕн тăрăшаççĕ, çемье çавăрса ача-пăча çитĕнтереççĕ. Бизнесра та вăй хураççĕ. Вĕсенчен курмалли-вĕренмелли нумай.

Нумаях пулмасть Тукай Мишерне Тутарстан Республикинчи Актанăш районĕн делегацийĕ çитсе курнă. Ушкăнра уйрăм предпринимательсем, фермерсем, ял поселенийĕсен тата район администрацийĕн представителĕсем пулнă. Ĕçлĕ визитăн пуçаруçин Энгель Навапович Фаттаховăн тĕп тĕллевĕ — Тукай Мишер тата Урмаел ялĕсен çыннисемпе тата районта пĕчĕк бизнес епле аталаннипе паллашасси.

Делегаципе пĕрле Комсомольски районĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов та ялсенче пулнă.

Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Тукай Мишер ялĕпе паллашнă. Вĕсене район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Шакиров тата ялăн обществăлла совечĕн председателĕ М.Гайнутдинов кĕтсе илнĕ, ял историйĕпе паллаштарнă. Ун хыççăн хăнасем мечетре тата медресере пулнă. Унта делегаципе Рифкат хазрат Хабибрахманов имам-наиб тĕл пулнă.

Юлашкинчен хăнасем «Деликат» ОООра предпринимательство аталанăвĕпе паллашнă. Кÿршĕ республикăран килнĕ ушкăн тукаймишерсене тараватлăхшăн тав тунă, ĕçлĕ визитпа пыма чĕннĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика