Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă медаль çĕнсе илнĕ

17 апреля 2012 г.

Вунă медаль çĕнсе илнĕ

Кăçалхи апрелĕн 11–12-мĕшĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта А.Г.Николаев космонавт летчике асăнса пилĕкрен пиçиххи çыхса кĕрешессипе Пĕтĕм Раççейри “Улăп космонавт” турнир иртрĕ. Унта Пензăран, Пермьрен, Самарăран, Тутарстанпа Чăваш Республикисенчен пынă кĕрешÿçĕсем хутшăнчĕç. Çивĕч иртрĕ ăмăрту.
Пирĕн район чысне Енĕш Нăрвашри вăтам шкулăн команди (унта 9 кĕрешÿçĕ) тата Тăрмăшри вăтам шкултан тăваттăн хÿтĕлерĕç. Вĕсенчен вуннăшĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсем пулса тăчĕç, çав шутран 7-шĕ – Енĕш Нăрвашри вăтам шкулти В.Владимиров физкультура учителĕн воспитанникĕсем: Евгения Гурьева тата Василий Данилов 1-мĕш, Николай Гурьев тата Лидия Павлова – 2-мĕш, Наталия Спиридонова, Гаврил Зеленов, Константин Николаев 3-мĕш вырăнсем, Тăрмăшри вăтам шкул командинчен Дмитрий Семенов 2-мĕш, Геннадий Ялугинпа Денис Крылов 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илчĕç.
Енĕш Нăрваш хĕрĕ Евгения Гурьева хăйĕнчен чылай аслă та йывăр виçеллĕ хĕрпе (вăл Пермьрен) кĕрешсе, ăна маттур парăнтарчĕ. Евгений Станюковпа Алексей Петров та лайăх кĕрешрĕç.
Çапла вара вун виççĕн кĕрешĕве кайса 10 медаль çĕнсе илме май килчĕ.
Ăмăртăва пире Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн водителĕ Владимир Данилов Газельпе илсе кайса килчĕ. Вăл та, елчĕксем те (тренерĕ Г.Адюков) пирĕн командăри кĕрешÿçĕсемшĕн пулчĕç. Тавах вĕсене ырă сунса хавхалантарнăшăн. Укçа-тенкĕпе хальхинче те, чылай чухнехи пекех, Шупашкарти “Аксар” студи ертÿçи Алексей Иванов пулăшрĕ. Ашшĕ-амăшĕ Василий Ивановича çакăншăн питĕ тав тăвать.
Маларах, пуш уйăхĕн вĕçĕнче, 1997 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех хĕрсем хушшинче волейболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăртусем пулнăччĕ Тăвайри спорткомплексра. Унта Енĕш Нăрвашри вăтам шкулăн команди (капитанĕ Евгения Гурьева, Наталия Спиридонова, Лидия Павлова, Анастасия Тихонова, Александра Григорьева, Анастасия Михайлова, Ольга Ефимова) пĕрремĕш вырăна тивĕç пулнăччĕ. Арçын ачасен команди – иккĕмĕш вырăнта.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика