Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăвва-юрра кăмăллакансем канашларĕç

13 апреля 2012 г.

Тăвайри культурăпа кану центрĕ çумĕнче поэзие юратакансен клубĕ 7–8 çул каяллах йĕркеленнĕ. Чунри йĕркесене шурă хут çине куçарма кăмăллакансем тепĕр чухне пĕрле пухăнса канашланă.
Кăçал та вĕсем хаваспах килĕшрĕç тĕл пулма. Ăна Тăвайри культурăпа кану центрĕн илемлĕх ертÿçи В. Александрова йĕркелесе пычĕ. Вăл районти çыравçăсем пирки кĕскен асăнчĕ, поэзи лаççинче пурте хуçаланма пултарайманнине палăртрĕ, сăвă-юрă çырас ăсталăха çамрăксем хушшинче аталантарма пулăшма ыйтрĕ пухăннисенчен.
Пирĕн район талантсемпе пуян, тесе мăнаçлансах калама пултаратпăр эпир. Артисчĕ те, художникĕ те, скульпторĕ те, юрăçи те, çыравçи те пур Тăвай енĕн.
Паян вара сăвă-юрă хайлакансем пирки сăмах хускатасшăн эпир. Илле Тăхти, Хумма Çеменĕ, В.Тимаков, Н.Сандров, Василийпе Геннадий Воробьевсем, О.Савандеева, Н.Семенов, М.Сунтал, Н.Сидоров, А.Алексеева, И.Гладков, Ю.Григорьев, А.Васильев, Н.Казаков, Э.Табаев, Г.Соловьев, А.Слободской, С.Малинин, В.Трошин, В.Михайлов, В.Пастухов, Е.Фомина, А.Сергеева, Г.Цветкова, Ярмуш Вали, З.Васильева тата ыттисем те. Пурне те асăнса та пĕтереймĕпĕр. Хăйсен шухăшĕсене сăвăласа пĕлтерекенсене пурне те пĕрле пухма пĕрре те çăмăл мар. Татах пур-ха вĕсем, калăпăр, хăйсем валли кăна çыракансем. Вĕсен, хăйсен именчĕклĕхне пусарса, сăвăлас, юрă çырас туртăма çиеле кăлармаллах, хаçат вулакансене, итлекенсене сĕнмелле произведенийĕсене.
Тĕл пулăва пыма вăхăт тупнă З.Васильева (Енĕш Нăрваш), Е.Фомина (Нÿшкасси), А.Слободской (Чутей) харпăр хăй сăввисене вуларĕç, пĕр-пĕрне тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç, творчествăлла ĕçре ăнăçусем сунчĕç. Çак йĕркесен авторĕ те талантлă çынсем хушшинче пулса савăнчĕ, “Ял ĕçченĕ” хаçата тăтăшах ярса пама сĕнчĕ хăйсем хайланă сăвви-юррисене. Ялта пурăнакансем хушшинче поэзипе интересленекенсене татах шыраса тупас тĕллевпе саланчĕç тĕл пулурисем. Пĕрле юрларĕç те вĕсем, хурлăхлă йĕркесене итлесен кулянчĕç те. Питĕ сисĕмлĕ чунлă çав творчествăра ĕçлекен çынсем. Чăваш чĕлхи кунĕнче тепре пухăнма калаçса татăлчĕç юлашкинчен вĕсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика