Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми тухăçĕ вăрлăхран килет

14 апреля 2012 г.

Çут çанталăк условийĕсем çулпа çул пĕрешкел килмеççĕ пулин те çĕр ĕçченĕ кунсерен çывхаракан çур аки пирки паян самантлăха та манмасть. Хатĕр пулăпăр-и-ха эпир çур акири оперативлăха; Çак шухăшпа пытăм эпĕ «Ударник» хуçалăхăн çĕр улми вăрлăхĕпе ĕçлекен агрономĕ В. Морозов патне.

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче çĕр улми вăрлăхĕ суйласа-тиесе ăсатакан бригадăсемпе пĕрлех хуçалăхăн производство уйрăмĕсенчи мехпарксенче ĕçлекенсем ĕçе хатĕр техникăна техосмотр тăратассипе тимлетчĕç. Кашнин шухăшĕнчех – çурхи уй-хир ĕçĕсем, ака-сухара çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртесси.

– Çур акине хатĕрленесси вăл пĕр кунхи ĕç мар. Ку тĕллевпе эпир хĕлĕпех çанă тавăрса ĕçлерĕмĕр. Паян вара эпир çурхи ака-сухана хатĕрленессипе пĕр çемье пек тăрăшатпăр. Хамăр çĕр улми вăрлăхĕ туса илекен хуçалăх пулнă май янтă вăрлăха ытти хуçалăхсене те сутассипе тимлетпĕр. Çакăнта хресчене патшалăх паракан пулăшăва ырламалла кăна. Унпа усă курса юлаканăн кĕр кунĕсем çитсен пÿлмисем пушă пулмасси пирки паянах шанăç пур, – кĕтсе илчĕ пробиркăсенче сывă çĕр улми вăрлăхĕ ÿстерекен пÿлĕмре Виталий Пименович. Çакнашкал çул паракан супер-суперэлитăллă вăрлăх тĕрлĕ чир-чĕртен сывă пулни пирки иккĕленÿ çук. Вăрлăх туса илессипе çапла ĕçлесе хуçалăхăн паян сутлăх вăрлăх та чылай. Агроном пĕлтернĕ тăрăх сертификациленĕ пысăк пахалăхлă 18 тĕслĕ çĕр улми вăрлăхĕ хуçалăхра паян 1200 тонна ытла сутлăх пур. Вĕсен шутĕнче: «Удача», «Жуковский ранний», «Невский», «Любава», «Петербургский», «Елизавета», «Скарб», «Бриз», «Романо».

Эпĕ хуçалăхра пулнă кун çĕр улми вăрлăхне сутма хатĕрлессипе 7 звено тимлетчĕ. Туянакансем те черетреччĕ.

– Çĕр улми вăрлăхне ыйтакансем чылай пулнăран вăрлăх хатĕрлекенсен ушкăнне те йышлатрăмăр. Анчах черет çав-çавах чакмасть. Паян авă тăватă пысăк машина черет кĕтет, – калаçăва хутшăнчĕ хуçалăхăн тĕп агрономĕ Александр Васильев.

Патшалăх пулăшăвĕ тенĕрен. Хуçалăх паян çĕр улмин элита вăрлăхăн килограмне 15–18 тенкĕпе сутать. Ăна туянакансене вара патшалăх пĕр тоннăшăн 13380 тенкĕ субсидилет. Репродукциллĕ вăрлăх хакĕ – 10 тенкĕ. Патшалăхăн çакнашкал пулăшăвĕпе усă курса «Ударникран» Воронежпа Самара облаçĕсенчи хресченсем самай вăрлăх туянма ĕлкĕрнĕ. Республикăри хуçалăхсем те, районта ыранхи кунпа пурăнакансем те çак пулăшупа усă курас çул çине тăнă ĕнтĕ. Çапла вара юлашки кунсенче кăна хуçалăх 300 тоннăна яхăн паха çĕр улми вăрлăхĕ сутнă.

Халăха паха вăрлăхпа тивĕçтерме хуçалăх Муркаш пасарĕнче «иккĕмĕш çăкăр» вăрлăхĕ сутассине йĕркеленĕ. Ку вăл килти хушма хуçалăх ертÿçисем те кăçал çĕр улмин паха вăрлăхне лартса хăварса пысăк тухăç илессе шантарать. Мĕншĕн тесен маларах асăннă сортсем пурте çĕр улми чирĕсене, нематодăна хирĕç çирĕп тăраççĕ.

Çĕр улми вăрлăхĕ сутнипе пĕрлех хуçалăхра ял хуçалăх техникине çур акине хатĕрлессипе те çанă тавăрсах тăрăшаççĕ. Эпĕ хуçалăхра пулнă кун кунти трактористсем хăйсен «хурçă учĕсене» техосмотр тăратса ĕçе тухма ирĕк илчĕç.

– Тĕрĕслев пур техникăна та ĕçе хатĕрлесех çитерейменнине кăтартрĕ. Çитменлĕхсене çывăх вăхăтрах пĕтерме тăрăшăпăр. Мĕн пурнăçламалли халĕ паллă, – кĕскен хуравларĕ хуçалăх инженерĕ И. Алексеев.

Унăн сăмахне çирĕплетсе пирĕн патăмăра Изосим Николаевич Васильев механизатор хăйне шанса панă ВТ-100 тата МТЗ-80 тракторсем патĕнчен кăмăллăн пычĕ. Унăн «хурçă учĕсем» çур акине тухма хатĕр.

Патшалăх техника надзорĕн районти инженер-инспекторĕ С. Николаев ĕçе тухма ирĕк пама тракторсене пĕрин хыççăн теприне малалла тĕрĕслерĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика