Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Петрович

06 апреля 2012 г.

Ĕçри юлташĕсем те, пускилсем те, урамра тĕл пулакансем те ăна хисеплесе çапла чĕннĕ. Çынна пулăшма, мĕнле те пулсан ырă ĕç тума вăл яланах хапăл тусах килĕшнĕ. Унăн ал-ури тем ăсталама та пĕлнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕрле пурăннă вăхăтра кирпĕчрен купаласа вĕсем икĕ хăтлă кил-çурт çавăрма ĕлкĕрнĕ, выльăх-чĕрлĕхне те нумай усранă, пахча çимĕçне те сахал мар туса илнĕ. Тăванĕсемпе пускилсем вĕсенчен пурнăçа йĕркелеме вĕренсе пынă.


Валентин Петрович Толиккасси ялĕнче ултă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Петр Романович, нушине сахал мар чăтса ирттернĕ: I Тĕнче вăрçи, Граждан вăрçи, II Тĕнче вăрçин вут-çулăмĕ витĕр чыслăн утса тухнă. Амăшне те, Анна Константиновнăна, çăмăл пулман. Çав вăхăтри çулсенче ултă ачана пăхса ÿстерме чăнах та йывăр пулнă. Ачисем те ашшĕ-амăшне вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Пурте вĕсем ялти шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă.


Шкулта вăл çулсенче пултаруллă учительсем Ангелинăпа Агния Санчуковăсем ĕçленĕ. Совет влаçĕ вĕрентекенсене пултаруллă ĕçшĕн хаклама пĕлнĕ. 60 çула яхăн учительте вăй хунă Ангелина Николаевна – Ленин орденне, Агния Николаевна Çут ĕç отличникĕ ята тивĕçнĕ. Петровсен çемйинчи ултă ача вăтам шкул пĕтерсе пурнăçăн аслă çулĕ çине тухнă. Паянхи кун вара вĕсем пурте – тивĕçлĕ канура.


Валентин Петрович пĕр вăхăт тăван ялти вулав çуртне ертсе пынă, çамрăксене çак ĕçе анлăн явăçтарнă, ял халăхĕ валли сахал мар конкурссемпе спектакльсем йĕркеленĕ, парти райкомĕ сĕннипе вăл ДОСААФ пĕрлешĕвне те ертсе пыма килĕшнĕ. Вăл тăрăшнипех вун-вун çамрăк Çар комиссариачĕ урлă автошкулсенче тÿлевсĕр пĕлÿ илсе çар тивĕçне пурнăçланă. Шкулсенче çар ĕçне вĕрентекенсемпе пĕрле тĕрлĕ ăмăрту сахал мар ирттернĕ. Пăшалтан перес енĕпе кăна çулталăкра 4-5 ăмăрту йĕркеленĕ. Çав çулсенче ку енĕпе пирĕн район команди республика шайĕнче малтисен йышĕнче пулнă. Апаш шкулĕнче вĕреннĕ Валерий Осипов Раççей шайĕнче те палăрнă. Кÿкеçри шкул ачисен ушкăнĕнчи Нина Сергеева, Люда Трофимова, Валя Иванова, Луиза Горбунова, Женя Плетнев, Володя Бычков район чысне Шупашкарта аван хÿтĕленĕ. ДОСААФăн тăрăшуллă ертÿçи темиçе хутчен те Мускавран янă Тав хучĕсене, «СССР ДОСААФ отличникĕ» ята тивĕçнĕ.


Канма пĕлмен ĕçчен каярахпа тăван колхозра парти пĕрлешĕвне ертсе пынă. Куйбышев ячĕллĕ хуçалăх кăтартăвĕсене çÿллĕ шая хăпартас тесе сахал мар вăй хунă, правлени çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче хăй вăйĕпе хуçалăх çитĕнĕвĕсене кăтартакан стендсем хатĕрленĕ, Кÿкеçри, Иккассинчи, Чăрăшкассинчи ял Совет ĕçне йĕркелесе пынă. Çулсем иртнĕçемĕн хамăр ялти Культура çурчĕн ертÿçи пулса та сахал мар ырă ĕç туса ирттерчĕ вăл.


Зинаида мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтерчĕç, иккĕшне те пысăк пĕлÿ парса пурнăç çулне суйлама пулăшрĕç. 50 çул ытла пĕрле пурăннă хушăра вăл нихăçан та сассине хăпартман, пурне те чунтан юратнă. Валентин Петрович пек çынсем çинчен халăхра яланах çапла каланă: «Ырă çын каять те асăнмалăх йĕр хăварать».


Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика