Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сортсене çĕнетеççĕ

04 апреля 2012 г.

Хальхи вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче хĕрсех çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленеççĕ. Пурте тĕш тырăсемпе çĕр улми сорчĕсене çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Районти хуçалăхсем кăçал акма-лартма элита вăрлăхсем туяннă. Акă «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ «Симбирцит» çурхи тулă вăрлăхне 40 центнер, «Владимир» урпа вăрлăхне 50 центнер, «Рабия» хуçалăх «Владимир» сортлă урпа вăрлăхне 300 центнер, «Симбирцит» çурхи тулă вăрлăхне 50 центнер, «Ылтăн çăм» хуçалăх «Лада» çурхи тулă вăрлăхне, «Звезда» ял хуçалăх кооперативĕпе С.Егоров хресчен-фермер хуçалăхĕ 20-шер тонна çурхи тулă тата урпа вăрлăхне кÿрсе килнĕ.

Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем республикăри вăрлăх хатĕрлессипе ĕçлекен хуçалăхсемпе 350 центнер элита вăрлăхĕ туянма килĕшÿ йĕркеленĕ. С.Волков, В.Узянов хресчен-фермер хуçалăхĕсем çуркунне лартмашкăн 710 центнер çĕр улми кÿрсе килнĕ те ĕнтĕ, вĕсем çак культурăн ир пулакан сорчĕсене 100 тонна туянма килĕшÿсем тунă.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429243, Аликовский район, с. Шумшеваши, ул. Молодежная, д. 72
Телефон: 8(83535) 59-2-75, 8-991-464-92-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика