Арабосинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арапуçсен пултарулăхĕ иксĕлмест

04 апреля 2012 г.

 

Арапуçĕнчи Культурăпа кану учрежденийĕн ĕçĕ-хĕлĕ иртнĕ çул «Космонавтика çулне» тата ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă «Çамрăксене шанмалла» тĕллевлĕ программăна пурнăçланипе пулса пынă. Тĕп тĕллев - халăхăн творчествăлла пултарулăхне аталантарасси, социаллă культура сферине активлă явăçтарасси. Çавăн пекех çамрăк ăрăва культура мероприятисене ытларах хутшăнтарасси, вĕсен хушшинче пултаруллă талантсене тупса палăртасси.

Асăннă культура учрежденийĕ иртнĕ çул вырăнти халăх валли концертсем, культурăпа кану мероприятийĕсем, театрализациленĕ представленисем, кану каçĕсем, тĕрлĕ тематикăпа çыхăннă мероприятисем чылай ирттернĕ. Кунти культура ĕçченĕсем иртнĕ çул культурăпа кану мероприятийĕсем ирттернине цифрăсем урлă уçса пани пуриншĕн те курăмлă: 154 ирттернĕ, вĕсенчен 14 çула çитмен ачасем валли - 57. Асăннă мероприятисене сахалтан та 1300 çын хутшăннă. Çамрăк ăрăвăн ăс-хакăлне, сцена, ал ĕç ăсталăхне аталантарма пурĕ 12 кружок ĕçлет. «Хĕрсем» вокаллă ансамбль, «Сударушка» драма кружокĕ, «Веселые нотки» ачасен хор кружокĕ, «Степ» хореографи кружокĕ, хĕрарăмсен «Афродита» клубĕ тата ыттисем те вырăнта пурăнакансене хăйсен пултарулăхĕпе тăтăшах савăнтараççĕ. Арапуçĕнчи Культурăпа кану çурчĕн ĕçченĕсем кашни çулах уявсемпе çыхăннă календарлă мероприятисене пур активлăхпа ирттереççĕ, çав вăхăтрах çĕнĕлĕх енĕсем те шыраççĕ. Иртнĕ çул, январь уйăхĕнче, Çĕнĕ çул, раштав уявĕсемпе çыхăннă мероприятисем вырăнти халăха килĕшнĕ. Кашни çулах асăннă Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн смотр-отчечĕ çÿллĕ шайра иртет. Вăл хăйĕн репертуарĕнчи пуян жанрĕпе палăрса тăрать. Уйрăмах вара хор ушкăнĕ юрлакан юрăсем республикăри профессионал артистсен шайĕнчипех тан тесен те йăнăш пулмасть. Арапуç ял тăрăхне Çĕнĕ Кавал клубĕ те кĕрет. Кунта та вырăнти халăха тăтăшах интереслĕ мероприятисемпе савăнтараççĕ культура ĕçченĕсем. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа «Правур салтаксем» ятпа кану каçĕ пулнă. Кунта патриотизм темипе çыхăннă сăвăсем, юрăсем янăранă, викторина иртнĕ. Çавăн пекех мартăн 8-мĕшне халалласа «Хĕрарăма хисеплер» ятпа уяв мероприятийĕ иртнĕ. Арапуçĕнчи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Агеев, «Хĕрсем» ушкăн пурне те уяв ячĕпе саламланă, культура ĕçченĕсем савăнăçлă концерт лартнă. Арапуçĕнчи ваттисен çуртне те концертсемпе тăтăшах çÿресси йăлана кĕнĕ кунта. Кашни уяв мероприятийĕсенче ватăсене хăйсен юрри-ташшипе савăнтараççĕ. Паллă уявсене «Илем» вокал ансамблĕ тата «Степ» (ертсе пыраканĕ Р.Петрова) хореографи ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе пуянлатма тăрăшать. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулпа та тачă çыхăнура ĕçлеççĕ, кунта вĕренекенсем сцена ăсталăхне ачаранах туптаççĕ. Культура çурчĕн директорĕ Анна Валерьевна Викторова палăртнă тăрăх, кунта тăрăшса вăй хуракан Н.Александрова методист, художествăлла пултарулăх ертÿçи М.Кузьмина, В.Быков аккомпаниатор кашни мероприятие тĕплĕн хатĕрлесе халăх патне илсе çитерме тăрăшаççĕ. Иртнĕ çул Арапуç ял библиотеки хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Унăн заведующийĕ Н.Васильева библиотека ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ятарласа презентаци хатĕрленĕ. Юбилей ячĕпе саламлама вĕсене район шайĕнчи паллă çынсем тата вырăнти пултаруллă сăвă ăстисем те килнĕ. Вĕсенчен пĕри Т.Дорофеева хăйĕн илемлĕ те хăйне евĕрлĕ сăввисемпе курма килнисене паллаштарчĕ. Арапуç ял тăрăхĕнче литература каçалăкĕнчи çĕнĕ хунавсем тухса пыни савăнтарать паллах. 2011 çул Космонавтика çулĕ пулнă май, «Çăлтăрсем çĕр çинчех çуралаççĕ» тематикăлла кану каçĕ йĕркеленĕ. Культура вучахĕнче тăрăшакансем вырăнти халăха тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе савăнтарнисĕр пуçне район тулашне те кашни çулах концертсемпе тухса çÿреççĕ. Акă иртнĕ çул вĕсем кÿршĕллĕ Тăвай районĕнче иртнĕ «Тăвай юрри» эстрада юррисен фестивалĕнче «Хĕрсем» ансамбль ушкăнĕпе хутшăннă. М.Кузьмина культура ĕçченĕ вара çак фестивальте Гран-при çĕнсе илчĕ. Çакна палăртса хăвармалла: пултаруллă хĕр-пике культура ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсемпе палăрнăшăн ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине те тивĕçнĕ.

Çамрăк ăру валли тĕрлĕ йышши конкурссем те тăтăшах ирттереççĕ. «Ирхи çăлтăр», «Кĕл пике балĕ» тата ытти йышши мероприятисене шкул ачисем хаваспах хутшăнаççĕ. Унсăр пуçне районта иртекен «Хрусталь пушмак» конкурсра та «Акварельки» ташă ушкăнĕ (Арапуç шкулĕ) - пĕр степеньлĕ диплома, «Степ» (Арапуçĕнчи культура çурчĕ) ташă ушкăнĕ виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çакна палăртмалла: ялти культура çуртĕнче ташă ушкăнне ертсе пыракан Р.Петрова ачасен хореографи ăсталăхне туптассипе чылай ĕçлет. Кашни ташă хăйне евĕр илемлĕхпе, илĕртÿлĕхпе палăрса тăрать. Костюмĕсене те хăйсемех çĕлесе тăхăнаççĕ вĕсем. Асăннă конкурсра «Чи лайăх дуэт» номинацире те Арапуçсемех çĕнтернĕ. Аннăпа Андрей Михайловсем чи пултаруллисем пулса тăнă.

Çĕнтерÿ кунне халалласа кашни çулах Арапуçĕнче тата Çĕнĕ Кавал ялĕсенче уявсем иртеççĕ. Кунта та культура ĕçченĕсем концертсем, литмонтажсем йĕркелеççĕ. Акатуй уявĕсем те кашни çулах çÿллĕ шайра иртеççĕ. Районта иртнĕ «Акатуй» уявĕнче те «Чи лайăх художествăлла пултарулăх коллективĕ» номинацире Арапуçĕнчи культура çурчĕ пĕрремĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Çавăн пекех «Степ» ташă ушкăнне Диплом парса хавхалантарнă.

Çуллахи вăхăтра та культура вучахĕ пушă лармасть. Кашнинчех ача-пăча валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ кунта. Тепĕр майлă каласан, çамрăксен канăвне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. «Çăлтăр тĕнчи», «Чĕре ыйтнипе» кану каçĕсем, «Манăн хитре теттесем» ÿкерчĕксен куравĕсем, çамрăксемпе «Никотин - халăх тăшманĕ» калаçу сехечĕсем ирттернĕ.

Районта иртнĕ «Кала, хут купăс, янра такмак» конкурса та кашни çулах активлă хутшăнаççĕ кунти ĕçченсем. Пĕтĕм тĕнчери Ваттисен кунне халалласа Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче «Чун юрлать, чĕре савăнать» ятпа савăнăçлă концерт лартнă. «Кĕрхи этюд» кану каçĕ, ачасен ÿкерчĕкĕсенчен йĕркеленĕ «Кĕрхи бал» курав курма килекенсене тыткăнланă. Амăшĕсен кунĕ ячĕпе культура ĕçченĕсем ваттисен çуртĕнче концерт лартнă. Римма Николаевна Петрован хореографи концерчĕ вара кашни çынна ташă тĕнчине илĕртрĕ.

Арапуçĕнчи культура çуртĕнче вăй хуракансем вырăнти халăха культурăллă мероприятисемпе тăтăшах савăнтарса, вĕсен канăвне усăллă ирттерме тăрăшаççĕ. Район, республика шайĕнче культура ĕçĕ-хĕлĕпе иртекен конкурссенче малти вырăнсене тивĕçеççĕ. Çакна валли вĕсен капмар культура çурчĕ те, професси тĕлĕшĕнчен пултаруллă ăста ĕçченсем те пур.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика