Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçленĕ, пурнăçран юлман...

02 апреля 2012 г.

 

Çанталăк пуянлăхне сыхлас, ăна татах та ÿстерес тесе
çĕр ĕç­ченĕ ĕлĕкренех сахал мар тар юхтарнă

Пушă выртакан çĕр ани пулман. Ял пухăвĕнче хăйне уйăрса панă çĕр лаптăкне тем пекех хакланă, май пур таран тислĕк кăларнă, торфпа пуянлатнă. Вăйлă çумăрпа çурхи шыв сăтăр тăвасран ана хĕррипе йывăç тĕмĕсем лартнă. Ял пухăвĕнче старостăна, пушар, вăрман, уй хуралçисене суйланă. Пухура çирĕплетнĕ йĕркене пăсакансене ятланă, укçа-тенкĕ енĕпе те явап тыттарнă. Халăх пĕр-пĕринчен именнĕ, пĕр-пĕрне хисепленĕ.

Ялпа юнашар юхса выртакан Йăршу шывĕ яланах таса та тулли пулнă, пулăпа ракĕ халăха тăрантарнă. Юнашар ялсенче çĕр-çĕр çын ниме йĕркипе пĕвесене юсасах тăнă. Шыв тулли пулнăран сывлăмĕ те улăхсене нÿрĕкне парсах тăнă. Шурлăхри хăмăшсен хушшинче тĕрлĕ кайăк йăва çавăрса чĕпписене çитĕнтернĕ. Паянхи кун вара шурлăхĕ те, хăмăшĕ те, хур-кăвакалĕ те çук. Нумай чухне сыхланса юлнă пĕвесенче пуллине тытнăшăн паян укçа тÿлемелле. Çав кÿлĕсене унччен халăх укçипе туни çинчен çĕнĕ хуçасем пĕлмене переç­çĕ. Шывпа çил арманĕсен шучĕ иртнĕ вăрçа пула хăвăрт чакса кайрĕ. Ытла йывăр пулсан та вăрçă çулĕсенче те, кăшт каярах та, улăхри утăпа тыр-пула юр айне хăварман. Темле пулсан та капана хывма тăрăшнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчен пуç­ласа хушма хуçалăхри, колхозри ĕне-выльăх шучĕ палăрмаллах ÿсет. Колхоз ял ĕç­ченне май килнĕ таран çĕрне сухаласа акса хăварма, тислĕкне уя кăларма, выльăхне сиплеме тăрăшнă. 1960 çултан пуç­ласа пирĕн Куйбышев ячĕллĕ колхоз ял халăхĕнчен пысăк виçеллĕ самăртнă сыснапа вăкăра пуç­тарса патшалăха сутать. Ку ĕç­ре Антип Ярусов, Александр Михайлов, Валерий Алексеев ырă тĕслĕх кăтартнă. Çакăншăн ĕç­ченсене хуçалăхран утă-улăм, тырă е укçан илсе тупăша ÿстереç­çĕ. Çак ырă пуçарăва Чăваш АССР Министрсен Совечĕ пысăка хурса хакланă, хуçалăха куç­са çÿрекен Хĕрлĕ Ялав панă.

Темиçе ял пĕрлешсен колхозра вăй хуракансен йышĕ 500 çынран та иртнĕ. Шел пулин те, паянхи кун тĕлне вĕсен шучĕ 50-ран та чакнă. Ăç­та кайса кĕчĕ-ха ытти 450 ĕç­чен? Колхозпа совхозсене салатма пĕлекенсем хăвăрт тупăнчĕç.

Çĕнĕ тĕслĕ хуçалăх йĕркелесе яракансем вара паянхи кун та çук-ха. Рынок хăех халăха çĕнĕлле пурăнма вĕрентет теме хăтланчĕç пĕрисем. Пурнăç çулне суйласа илме вĕрентекенсем кирлех. Патшалăх енчен пулăшу памасан ĕçĕ малалла каймасть.

Акă нумаях пулмасть Омск облаçĕн губернаторĕ Полежаев çапла пĕлтерчĕ: «Апат-çимĕçе çывăх вăхăтрах аякран кÿрсе килмĕпĕр. Кашни литр сутнă сĕт пуç­не халăха хамăртан хушса татах 4-шар тенкĕ таран тÿлĕпĕр. Ытти енчен те пулăшма хатĕр ял халăхне». Пурте çапла тăрăшсан ял халăхне сыхласа хăварма пулатех.

Унччен кашни пĕчĕк вăрманăн хуралçă пулнă. Çуркунне е кĕркунне шкул ачисен вăйĕпе çĕнĕ хунавсем лартнă. Паян Кÿкеç­пе Шупашкартан тĕрлĕ çÿп-çапа çав вăрмансен хĕрне, ял çывăхĕнчи çырмасене вĕçĕ-хĕррисĕр килсе тăкаç­çĕ. Çав каяшсем çанталăк илемне пăсаç­çĕ, сывлăхшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

 


 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика