Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсие - туслă йышпалан

28 марта 2012 г.

Присоединенное изображение
Эпир, Аслă Елчĕкри вăтам шкулти улттăмĕш класра вĕренекенсем, канмалли кун ял çывăхĕнчи вăрманта экскурсире пултăмăр. Класс ертỹçи Р.Патшина пире экскурсие каяс пирки каласанах питĕ хĕпĕртерĕмĕр. "Аçăр-аннĕре чĕнсен те пăсăк пулмĕ", - терĕ вăл. Пысăк йышпалан йĕлтĕрсем сырса çывăхри вăрмана çул тытрăмăр. Пуш уйăхĕ пулсан та хирте юр нумай. Вăрман илемĕпе киленнĕ хыççăн кăвайт чĕртсе ун умĕнче тутлă апат-çимĕçпе сăйлантăмăр, юрăсем юрларăмăр. Класс ертỹçи тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленине эпир çеç мар, анне-аттесем те ырлаççĕ. Йышпала экскурсире пулни пирĕн хушăра туслăха тата çирĕплетет.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика