Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрвашра кĕрешÿ уявĕ иртрĕ

16 марта 2012 г.

Нăрвашра кĕрешÿ уявĕ иртрĕ

Енĕш Нăрвашри вăтам шкулăн спортзалĕнче Чăваш Республикинчи районсемпе хуласем хушшинче республикăри “Кĕрешÿ” федерацийĕпе Тăвай район администрацийĕ йĕркеленипе асăннă федерацин вице-президенчĕн, хамăр ентешĕн Алексей Васильевич Ивановăн (”Аксар” студи ертÿçин) парнисемшĕн шкул ачисем хушшинче пилĕкрен пиçиххи (пояс) çыхса кĕрешессипе ăмăртусем пулчĕç. Ăмăртусене Патăрьел, Канаш, Елчĕк, Вăрнар, Тăвай (пирĕн район чысне тăрмăшсемпе нăрвашсен пĕрлештернĕ команди хÿтĕленĕ) районĕсен тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар командисем хутшăннă, пурĕ 110 кĕрешÿçĕ.
Ăмăртусене савăнăçлăн уçнă çĕре Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, “Кĕрешÿ” федерацийĕн президенчĕ В.Васильев, вице-президентсем: А.Иванов, В.Никифоров, Г.Михайлов, Г.Адюков – хăй вăхăтĕнче темиçе хутчен те республика чемпионĕ ята çĕнсе илнĕскер, А.Васильев, Н.Трифонов спорт мастерĕсем, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, спорт мастерĕн кандидачĕ, Енĕш Нăрваш шкулĕнче “Кĕрешÿ” секцийĕн ĕçне йĕркелесе пыракан В.Владимиров хутшăнчĕç.
Чи малтанах Чăваш Республикин гимнĕ янăрарĕ, республика ялавне çĕклерĕç. Кĕрешÿçĕсене саламласа Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров умсăмах каларĕ. Ун хыççăн Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев сăмах илчĕ. Вăл Тăвай тăрăхĕнче физкультурăпа спорт епле аталанни, спорт базине мĕнле çирĕплетсе пыни тата умри тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех “Кĕрешÿ” федерацийĕн президенчĕ В.Васильев, “Кĕрешÿ” ăмăртăвĕсене йĕркелекенсенчен пĕри – хамăр ентеш А.Иванов ырă сăмахсем каларĕç, çамрăк кĕрешÿçĕсене ăмăртусенче ăнăçусем сунчĕç.
Ăмăртусем олимп системипе 11 виçе категорийĕнче иртрĕç. Кĕрешÿсем кашни категорирех çав тери хĕрÿ пычĕç, никам та пĕр-пĕрне парăнасшăн пулмарĕ. Çĕнтерÿçĕсене спортзалра йышлăн пуçтарăннă шкул ачисем, ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ, тĕрлĕ çĕртен килнĕ кĕрешÿçĕсем тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Ăмăртусене пĕтĕмлетсен 1-мĕш вырăна, кубока Тăрмăшпа Енĕш Нăрвашри шкул ачисенчен пĕрлештернĕ Тăвай районĕн команди çĕнсе илчĕ "тренерĕсем М.Андреев, В.Владимиров". 2-мĕш вырăна Канаш районĕн команди тивĕçрĕ, 3-мĕшне – Шупашкартан килнĕ кĕрешÿçĕсем. Харпăр хăй хушшинче Тăвай командинче çак кĕрешÿçĕсем ăнăçлă тупăшнă:
Дима Семенов – 1-мĕш вырăн (Тăрмăш шкулĕ) – 30 кг виçере;
Геннадий Ялугин – 1-мĕш вырăн (Тăрмăш шкулĕ) – 42 кг виçере;
Сергей Сучков – 3-мĕш вырăн (Тăрмăш) – 70 кг;
Николай Гурьев – 1-мĕш вырăн (Енĕш Нăрваш шкулĕ) – 38 кг;
Евгений Станюков – 3-мĕш вырăн (Енĕш Нăрваш шкулĕ) – 55 кг;
Константин Николаев – 3-мĕш вырăн (Енĕш Нăрваш шкулĕ) – 65 кг.
“Кĕрешÿ” ăмăртăвĕсене Енĕш Нăрваш шкулĕнче вĕренекен хĕр ачасем те хутшăнчĕç.
58 кг çитичченхи виçере вырăнсем йышăнчĕç:
1-мĕшне – Евгения Гурьева;
2-мĕшне – Настя Трофимова;
3-мĕшне – Мария Михайлова.
40 кг çитичченхи виçере:
1-мĕшне – Лидия Павлова;
2-мĕшне – Кристина Степанова;
3-мĕшне – Настя Тихонова.
Ăмăртусене пĕтĕмлетнĕ май çакна та каламалла: Енĕш Нăрваш шкулне 2011 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче “Кĕрешÿ” федерацийĕ матсем парнеленĕччĕ, унтанпа вара ултă уйăх çеç иртсе кайнă пулин те, В.Владимиров учитель тата тренер тăрăшнипе тăтăшах тренировкăсем ирттерсе Енĕш Нăрваш ачисем пысăк çитĕнÿсем тума пултарчĕç. Секцие паянхи кун тĕлне 35 вĕренекен çÿрет, кăмăл тăвакансем татах та чылаййăн.
Ăмăртусене пĕтĕмлетсе наградăсем – кубоксем, жетонсемпе грамотăсем, хаклă парнесем – панă чух участниксене ăшă сăмахсемпе Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, “Кĕрешÿ” федерацийĕн президенчĕпе вице-президенчĕсем, çавăн пекех ăмăртусен судйисем А.Васильев, Н.Трифонов, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Петров, В.Владимиров учитель-тренер саламларĕç.
“Кĕрешÿ” федерацийĕ Тăвай район администрацийĕн пуçлăхне районта физкультурăпа спорт юхăмне çÿллĕрех шая çĕклеме чылай вăй хунăшăн тата районти спорт базине тĕреклетме тăрăшнăшăн ятарлă кубокпа тата ăмăртусен жетонĕпе чысларĕ. Ю.Васильев вара Нăрвашра çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен “Кĕрешÿ” секцине çÿрекенсем валли ятарлă 1 штат учитель-тренер кĕртме шантарчĕ.
Ăмăртусене хутшăнакансене шкул столовăйĕнче тутлă шÿрпе çитерчĕç. Шÿрпе валли сурăх такине те Алексей Васильевич Иванов хăй укçипе илнĕ.
Асăннă ăмăртусене йĕркелесе ирттерме кирлĕ пек условисем туса панинче, вĕри апат пĕçерсе çитернинче шкул директорĕн Г.Степанован тата Светлана Ивановапа Валентина Степанова поварсен тÿпи те пысăк. Кĕрешÿ уявне халалласа куракансем валли ялти “Мĕтри” пĕчĕк предприятин пуçлăхĕ С.Димитриев тата Р.Егоров ятарласа 3 сак парнеленĕ.
Юлашкинчен çакна та палăртмалла: хамăр ентеш, “Аксар” студи пуçлăхĕ А.Иванов кĕрешÿçĕсем валли çеç мар парнесем илсе килнĕ. “Юрă пултăр парне” концерт программине Шупашкар артисчĕсене явăçтарнă. Йышлă пуçтарăннă ял-йыш умĕнче Шупашкартан килнĕ артистсемпе пĕрле сцена çине тухса, хăй çырнă, хăй кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ. Ял халăхĕ унăн юррисене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. Чăннипех те çав тери маттур пирĕн ентешĕмĕр Алексей Васильевич, ялти тĕрлĕ мероприятисене йĕркелесе ирттерме пулăшать.
Енĕш Нăрвашра халиччен пулман чăн-чăн спорт уявĕ иртрĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: ăмăртăва хутшăннă кĕрешÿçĕсем хăнасемпе пĕрле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика