Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурсра – кукамайсемпе асаннесем

16 марта 2012 г.

Конкурсра – кукамайсемпе асаннесем

Енĕш Нăрвашри информаципе культура центрĕнчи культура ĕçченĕсем “Атьăр-ха, кукамайсемпе асаннесем!” конкурс ирттерчĕç. Малтанах уяв ячĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.В.Петров, центр ертÿçи Е.П.Кузнецова саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.
Тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç хĕрарăмсем: тутлă апат-çимĕç хатĕрлессипе, юрă-ташă пултарулăхĕпе, пушă вăхăта епле ирттерессипе, çĕр улми шуратассипе, ачана чĕркессипе тата ыт.те.
Вера Петровна Ленькова сцена çинче велосипедпа ярăнса, Валентина Владимировна Кошкина çăм арласа, Галина Николаевна Сергеева сăвă каласа, Галина Валерьяновна Гаврилова йĕлтĕрпе чупса тĕлĕнтерчĕç. Светлана Григорьевна Даниловапа Зоя Васильевна Герасимова вара хăйсен хайлавĕсемпе савăнтарчĕç.
“Тĕпел” клубри ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе те кăсăкланса паллашрĕç çынсем. Вĕсен çыхнă илĕртÿллĕ тумĕсене ялти модельерсем сцена çине тухса кăтартрĕç.
Итогсене пĕтĕмлетсе, жюри тĕрлĕ номинацисене çĕнтернĕ кукамайсемпе асаннесене палăртрĕ. Конкурс йĕркелеме пулăшнă ветерансен совечĕн председателĕпе З.Герасимовапа Г.Сергеева та тав сăмахне тивĕçлĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика