Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăну турнирĕнче

16 марта 2012 г.

Йăлана кĕнĕ тăрăх мартăн 3-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш шкулĕн спортзалĕнче волейболла выляса Артем Петрович Егоров физкультура учителĕн асăну турнирĕ пулса иртрĕ.
Турнира Тăрмăш, Пуянкасси, Тушкил, Енĕш Нăрваш ял тăрăхĕсен тата Нăрваш шкул ачисен командисем хутшăнчĕç. Вăйăсем çав тери çивĕч иртрĕç. III–мĕш вырăншăн пуянкассисемпе нăрвашсем хушшинче пынă вăйă нăрвашсем çĕнтернипе вĕçленчĕ (2:1). I-II-мĕш вырăнсемшĕн уйрăмах çивĕч тупăшрĕç, тăрмăшсем тушкилсене 2:0 шутпа парăнтарчĕç, асăну кубокне çĕнсе илчĕç, пĕлтĕр те кубока вĕсемех тивĕçнĕччĕ.
Турнирта чи лайăх волейболистсене те палăртнă, вĕсен шутĕнче – В.Капитонов (Тăрмăш), А.Егоров (Енĕш Нăрваш), чи ăслă вăйă ăсти Владимир Спиридонов (Тăрмăш), куракансене Алексей Иванов (Енĕш Нăрваш) килĕшнĕ.
Асăну турнирне хутшăнакансене валли шкул дирекцийĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕри апат йĕркеленĕ. А.П.Егоров çемйи турнира хутшăннисене пурне те тав сăмахĕ каларĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика