Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăвай пики-2012” конкурс пулчĕ

20 марта 2012 г.

“Тăвай пики-2012” конкурс пулчĕ

Иртнĕ эрне кун Тăвайри культурăпа кану центрĕнче “Тăвай пики – 2012” ятлă пĕрремĕш конкурс пулчĕ. Тăвай район администрацийĕ йĕркелерĕ ăна. “Акконд” УАО, “Информ-медиа” тата “Диал” тулли мар яваплăхлă обществăсем, “Эдем” ятлă ювелир магазинĕ (Канаш) спонсорла пулăшу пачĕç.
Унта районти тăхăр ял тăрăхĕнче пурăнакан 17–25 çулсенчи вунă хĕр хутшăнчĕ. Вĕсем пилĕк конкрус витĕр тухрĕç. Малтан хăйсемпе паллаштарчĕç, унтан юрларĕç, ташларĕç, сăвă каларĕç, хăйсем хатĕрленĕ апат-çимĕçе мĕнле хатĕрлени çинчен каласа кăтартрĕç, панă сăмахсенчен чăвашла сăвă йĕркисем хайларĕç. Пурте пĕрле чăваш ташши ташларĕç наци тумĕ тăхăннă хĕрсем.
Жюри конкурса хутшăнакансене çирĕп хакларĕ. Хĕрсем хăйсене сцена çинче мĕнле тыткаланине, чăвашла епле таса калаçнине, кĕписен илемне тата ыттине те шута илчĕ.
“Тăвай пики–2012” хисеплĕ ята Тăвай ял тăрăхĕнчи Анжела Илларионова çĕнсе илни çирĕпленчĕ юлашкинчен. Вăл Çĕнçырма ялĕнче çуралнă, Тăвайри вăтам шкулта вĕренет. “Вице-Тăвай пики–2012” – Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Татьяна Петрова. Алина Воробьева (Йăнтăрчă) “Куракансем кăмăлланă пике” ята, Алина Петрова (Тăрмăш) “Пултаруллă пике”, Екатерина Тихонова (Енĕш Нăрваш) “Ăслă пике”, Людмила Волкова (Чутей) “Ĕçчен пике”, Алиса Керимова (Элпуç) “Сăпайлă пике”, Ольга Мартынова (Чутей) “Çепĕç пике”, Сарпи Ямщикова (Тĕмер) “Хастар пике”, Татьяна Евдокимова (Тушкил) “Хÿхĕм пике” ятсене тивĕçлĕ пулнă.
Хĕрсене республикăри конкурса “Чăваш пики–2010” титула çĕнсе илнĕ ентешĕмĕр, Чăваш патшалăх университетĕнче журналистика факультетĕнче вĕренекен А.Королевапа Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем хатĕрлентернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев кăмăллă юлнă асăннă конкурспа, вĕренÿре, ĕçре ăнăçусем суннă пурне те.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика