Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç тухăçлăхě – кашнин аллинче.

22 марта 2012 г.

     Районти выльăх-чěрлěх отраслěн аталанăвěпе паллашсах тăрасси – район хаçачěн ěç йěркинчи тěп енсенчен пěри. Ял хуçалăх производство кооперативě–и е хресчен (фермер) хуçалăхě, е килти хушма хуçалăха тытса пыракан выльăх ěрчетет – кашнийěнех хăйне канăç паман ыйтусем, çине тăрса ěсленипе тунă ỹсěмсем, кунсерен ỹссе пыракан ěç опычě. Йывăрлăхсене çěнсе çěнě аталану çулě шыракансем паян кашни утăмрах. Шăпах çакăн пеккисен ырă шухăшěсемпе тěллевěсем аталану çулěсене уçаççě те. Вěсенчен тěслěх илсе ěçлемелле те паян.

     Выльăх – чěрлěх  пăхасси çăмăл ěç тесе кам каланă? –ыйтуллăн тинкерчě  куçран «Свобода» хуçалăхăн Йỹтěркассинчи мăйракаллă шултра выльăх ферминче 1989 çултанпа ěçлекен Луиза Ивановна Кольцова. Унăн ěç ěмěрěн ытларах пайě общесвăлла выльăх-чěрлěх пăхассипе çыхăннине Йỹтěркассинче пурăнакансем пурте пěлеççě. Çакăншăн Луиза Ивановна савăнать кăна.

    - Ĕçлемесěр пурăнмастăп та ял  урамěпе утма та кăмăллă, - сăмахне малалла тăсрě ěçрен тулли кăмăлпа таврăнакан виçě ача амăшě. Унăн ěçри ỹсěмне 2011 çулхи районти экономика ăмăртăвěн пěтěмлетěвě те çирěплетет. Иртнě çулхи ěç кăтартăвěпе  Луиза Ивановна «2011çулта мăйракаллă шултра выльăх самăртакан районти чи лайăх оператор» пулма тивěçрě. Луиза Ивановна пăхакан мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен вăтамран 912 грамм ỹт хушса хуçалăха 29,3 тонна аш туса панă.

    Хěл тапхěрěн 5 уйăхě вěçленчě. Ку тапхăрта сěт сăвассипе Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., «Свобода», «Путь Ильича» хуçалăхсем аван ěçленě пулсан, аш-какай туса илессипе Йỹтěркассисем çав-çавах малтисен ретěнче. Çакăнта Л.Кольцова тỹпи те пурах.

     Хуçалăхсенче аш – какай, сěт туса илессине ỹстерессипе мал туртăмлă ěçлемеллех. Мěншěн тесен çакăнта – чěрě укçа-тенкě çăл  куçě, çур акине хатěрленес ăнăçу.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика