Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экскурсире пултăмăр, тĕп хулапа паллашрăмăр

30 ноября 2011 г.

Присоединенное изображение
 Хамăрăн класс ертỹçи тăрăшнипе тĕп хулара экскурсире пултăмăр. Шупашкар пысăк та тирпейлĕ хула. Кунта паллă вырăнсем чылай. Чи малтанах хамăр юратса вулакан "Тантăш" хаçат редакцийĕнче пултăмăр, унăн кун-çулĕпе паллашрăмăр. Малалла пирĕн экскурси автобусĕ Чăваш радио çуртне килсе чарăнчĕ. "Шăнкăрав" радиопередачăна ертсе пыракан Г.Васюкова пире хаваспа, тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ. Эпир кунта хамăра чăн-чăн корреспондентсем пекех туйрăмăр. Тỹрĕ эфирти передачăна хутшăнса хамăр шкул пурнăçĕпе радио итлекенсене паллаштартăмăр. Ун хыççăн Чăваш Наци телевиденине те çитсе куртăмăр, унта çĕнĕлĕхсемпе паллашрăмăр. "Макдоналдсра" тутлă апатпа сăйланнă хыççăн Çамрăксен театрĕнче "Тăм тивнĕ чечексем" спектакль курса савăнтăмăр. Усăллă та интереслĕ экскурси йĕркеленĕшĕн класс ертỹçине Л.Адюковăна тав сăмахĕ калатпăр. Аслă Елчĕкри 7-мĕш класс ачисем.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика