Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт ветеранне чысланă

19 марта 2011 г.

Присоединенное изображение 

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ пултаруллă та маттур, ăста çыннисемпе мухтанать. Кунта çыравçăсем, ỹнерçĕсем, журналистсем, спортсменсем çитĕннĕ. Вĕсен хушшинче тĕнче шайĕнче палăрнисем те сахал мар. Нумайăшĕн ячĕпе ентешсем тĕрлĕ турнир йĕркелессине те йăлана кĕртнĕ. Кунта аслисем çеç мар, çамрăксем те хаваспах хутшăнаççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсенчи çитĕнỹсемпе те мухтанма пултараççĕ Аслă Елчĕксем. Волейбол, футбол вăййисенче уйрăмах хастар. Халĕ вара хоккей вăййине аталантарас енĕпе тăрăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, ку тăрăхри яшсем çак вăйăра чи маттуррисем пулнă. Аслă Елчĕкре миçемĕш çул ĕнтĕ хоккейла выляма ятарлă площадка пур. Кунта ватти те, вĕтти те ярăнать. Аслисем çитĕнекен ăрăва хоккей вăййин вăрттăнлăхĕсене вĕрентеççĕ, хăйсен ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Пултаруллă хоккеист В.Орехов ячĕпе ирттерекен турнир çакна çирĕплетет мар-и? Виталий Иванович Орехов - спорт ветеранĕсенчен пĕри. Районта ăна пĕлмен çын çук пулĕ. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче тĕрлĕ спорт вăййисемпе кăсăкланнă. Наци кĕрешỹ вăййин районти 7 хут чемпионĕ, ял ятне футбол, хоккей вăййисенче хỹтĕленĕ. Вăл паян та стройра: шайбăпа выляса хоккей вăййине малалла янă, районти "Спутник" командăн чи активлă хоккеисчĕ. Унсăр пуçне спорт ветеранĕ 50 çул тултарать. Ăна çак уявпа чун-чĕререн саламлатпăр, ăнăçу сунатпăр. Ăна саламлама унăн юлташĕсемпе тусĕсем, тăванĕсем, спорт ветеранĕсем килнĕ. Ун пирки тав сăмахĕ П.Горшков, В.Чернов, П.Адюков каларĕç. Вĕсем В.Ореховпа пĕрле хăйсен тăван хуçалăхĕшĕн, ялшăн чемпионата хутшăннă. Çавăн пекех Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Н.Малышкин, "Прогресс" ЗАОн директорĕ П.Скворцов та В.Орехова ырăпа аса илчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый тата Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн ертỹçи В.Афанасьев Виталий Ивановича ырă сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Турнира 3 команда тухрĕ: Патреккелсем, Аслă Елчĕксемпе Елчĕксем. "Хоккей çĕнĕрен вăй илни савăнтарать, - терĕ Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев. - Ку çамрăксемшĕн уйрăмах паха тесе шутлатăп. Кунта В.Чернов тата ыттисем чăннипех ял тăрăхĕн командишĕн тăрăшни паллă". В.Афанасьев чи малтанах спортсменсене тав турĕ. Çак кун площадкăра 3 команда вăй виçрĕ. Аслă Елчĕксем ăмăртура 2-мĕш вырăнпа çырлахрĕç. Патреккелсем - пĕрремĕш, Елчĕксем - виçĕмĕш. Вăйăра Патреккелсем çĕнтерчĕç пулсан та, ыттисем пуçĕсене усмарĕç. Малашне хăйсен ăсталăхне ỹстермеллине, вĕренмеллине ăнланчĕç. Турнир йĕркелỹçи В.Афанасьев спортсменсене парнесемпе чысларĕ. "Турнир çулсеренех вăй илсе, аталанса пытăр, унта ытларах команда хутшăнасса шанас килет", - палăртрĕ В.Афанасьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика