Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асамлă юмахсен тĕнчинче

16 марта 2011 г.

Присоединенное изображение 

Çак кунсенче Аслă Елчĕк шкулĕнче районти шкул библиотекарĕсен семинарĕ иртрĕ. Аслă Елчĕк шкулĕн библиотекарĕ Л.Адюкова семинар-канашлăва яланхилле сĕтел хушшинче ларса мар, урăхларах ирттерме кăмăл турĕ. Çак тĕл пулăва асамлă юмах тĕнчине çавăрчĕ вăл, библиотекарьсемпе пĕрле тĕрлĕ шкултан килнĕ ачасене юмахсен паттăрĕсене халалланă конкурссенче тупăшма май туса пачĕ. "Асамлă" çăмха урай тăрăх кусса пырса тĕрлĕ вăйă патне илсе çитернĕ май вĕренекенсенчен йĕркеленнĕ "Çарăк" тата "Йăвача" ушкăнсем "Конверт ăшĕнчи ỹкерчĕк", "Юмах ятне асăн", "Хăшĕ тавçăруллăрах" тата ытти конкурссенче тупăшрĕç, мультимедиллĕ проекторпа усă курса хатĕрленĕ вăйăсене хутшăнчĕç, юмах курса киленчĕç. "Пукане", "Ылтăн пулă", "Виçĕ упа çури", "Тилĕпе старик", "Чее тилĕ" тата ытти нумай юмаха аса илчĕç вĕсем. Чи кăсăкли вара вырăс юмахĕсемпе вĕсен паттăрĕсен ячĕсене чăвашла куçарни пулчĕ. Çакна мероприятие ятарласа килнĕ çыравçă - Чăваш телевиденийĕн "Шевле" передача ертỹçи Марина Карягина та тỹрех асăрхарĕ: - Чи пахи - чăвашлăха аталантарма тăрăшни. Семинар-канашлăва асамлă юмаха çавăрса ирттерни, юмахсене чăвашла куçарни мана питĕ килĕшрĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Мĕншĕн тесен шăпах юмахри тĕп сăнарсем ачасене ырра, ăса вĕрентеççĕ. Çакăн евĕр мероприятисене тĕрлĕ шкулти ачасене хутшăнтарнине те ырламалла. Вĕсем ытти шкулсене тухса курнă май пĕр-пĕринпе паллашаççĕ, хăюлланаççĕ. Чи кирли вара кĕнеке вулани. Вăл тавçăруллă, ăслă, хастар, пуçаруллă пулма хăнăхтарать. Ачасен тупăшăвне курса ларнă май чылайăшĕ кĕнекепе питĕ туслă пулни те сисĕнчĕ". Чăн та, Елчĕк шкулĕнчен килнĕ Ирина Петрова, Александр Игнатьев, Патреккелĕнчи Мария Добронравова, Аслă Елчĕкри Станислав Мисяков, Тăрăмри Анжелика Тимофеева, Таяпа Энтринчи Анжела Муллинăпа Данил Шипцов, Кĕçĕн Таяпари Николай Петров вĕренекенсем кĕнекесене юратни палăрчĕ. Аслă Елчĕк шкулĕнче 3-мĕш класра вĕренекенсем куракансене класс ертỹçи Людмила Волкова хавхалантарса пынăран Лидия Сарине çыравçăн "Наян мулкач" юмахне кăтартса пачĕç. Хăйсемех хатĕрленĕ капăр тумĕсемпе, рольсене ăнăçлă вылянипе тата анлă тавра курăмĕпе тĕлĕнтерчĕç вĕсем. Аслă Елчĕкри ача садне çỹрекен Ксения Агеева "Эпĕ чăваш хĕр ачи" юрăпа савăнтарчĕ. Мероприяти вĕçĕнче Аслă Елчĕк шкулĕн директорĕ Николай Малышкин, Елчĕк райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ Альбина Богданова мероприятие пысăк хак пачĕç, тăрăшуллă вĕренекенсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Николай Федорович Любовь Адюкован тăрăшулăхне уйрăммăн палăртрĕ, ачасем вулавăшран тухма та пĕлменнине, вĕсем валли кунта час-часах тĕрлĕ мероприятисем иртнине асăнчĕ. Тĕл пулу хыççăн хăнасем шкулти историпе краеведени музейĕнче пулса экспонатсемпе, чĕр чунсен кỹлеписемпе паллашрĕç.

Сăн ỹкерчĕкре: вĕренекенсем Л.Адюкова хатĕрленĕ конкурссенче хастар пулчĕç.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика