Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй ĕçĕнче чăн ăста

16 октября 2010 г.

Присоединенное изображение 

РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕнчен çын татăлма пĕлмест. Унта пырса кĕрекен алăк çумĕнчех вырнаçнă пỹлĕмри специалистсем килен-каянпа питĕ тарават, сăпай. Вĕсенчен пĕри - Марина Светлова. Вăл клиентсене йышăнассипе тимлет. - Марина Петровна пек ырă кăмăллă çынсем çинче тытăнса тăрать те тĕнче. Хăй ĕçĕнче чăн ăста вăл. Ман пек тăлăх арăмсене нумай пулăшать, ырă сĕнỹсем парать, - тет Лаш Таяпари Н.Сметанина пенсионерка. Марина Петровнăна ырласа калакансем районта çĕршер çын. Кунне 30-40 çын тĕрлĕ ыйтупа килет ун патне. Тунти кунпа ытлари кун уйрăмах халăх нумай. Пенсие тухакан кашни çын ун патĕнче пулать тесен те йăнăш мар. Паян çеç мар вăл кунта, унччен те ватăсемпе ĕçленĕ, çавăнпа вĕсен кăмăлне те пĕлсе çитнĕ, кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупать. Вĕсен ĕçĕнче ăнлантару ĕçĕ питĕ кирлĕ. Унран та килет тепĕр чухне пенси укçи мĕн чухлĕ илесси. Ял çыннин пенсийĕ пысăк мар. Çавăнпа та вăл пенсие тухакансен кашни çулхи ĕç укçине тĕплĕн тишкерет, ĕмĕрне ĕçлесе ирттернĕ ватăн пенсийĕ пысăкрах пултăр тесе тăрăшать. Ĕç кĕнекине Аслă Елчĕк хĕрĕ тăван ялта пуçланă. Икĕ çул Елчĕкри перекет кассин Аслă Елчĕкри филиалĕнче контролер пулса тăрăшнă. Унтан Шупашкарта счетоводсемпе бухгалтерсен шкулне пĕтернĕ. Районти собесра малтан инспектор, унтан аслă инспектор пулса ĕçленĕ. Каярахпа халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕн çумне çирĕплетнĕ ăна. Пуçлăх çук чухне унăн вырăнне пысăк ыйтусене те пĕрре мар татса панă. 2001 çулхи пуш уйăхĕнчен РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленине ĕçлеме куçнă. Малтанах казначей тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçланă вăл. Унтан ертсе пыракан специалист должноçне йышăннă. Марина Петровна пуçлăх хушнине пĕр сăмахсăр пурнăçлакан специалист. Хăйĕн ĕçĕнче тимлĕ. Çавăнпа та унăн чĕлхинчен "тумастăп, тăваймастăп" сăмахсем тухман халиччен. Шаннă ĕçре ответлăха туйса, çанă тавăрса вăй хурать Марина Светлова. Çавăнпа та унăн ĕçĕпе Зинаида Анатольевна Яковлева пуçлăх та кăмăллă. - Пирĕн ĕçре канмалли кун та çук тепĕр чухне. Сĕм çĕрле пуличчен те ларатпăр. Коллективри кашни ĕçчен хăйĕн тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлать. Марина Петровна работниксем хушшинче те сумлă. Çынпа калаçнă чухне сасă хăпартса курман вăл. Туслăн, килĕштерсе ĕçлетпĕр. Кашнийĕшĕ пĕр чăмăрта, пĕрле савăнатпăр. Çур ĕмĕре эпир пĕрле, ĕçре ирттеретпĕр вĕт, - тет Зинаида Анатольевна. Марина Петровна ĕçленĕ вăхăтрах Хусанти социаллă техникумран вĕренсе тухрĕ. Малтанах ĕçри çĕнĕлĕхсенчен шикленнĕн туйрĕ хăйне, мĕн тесен те çамрăках мар, çапах та часах компьютера алла илчĕ. Халĕ ĕç условийĕ лайăхланнишĕн епле хĕпĕртет вăл. Тăватă çулта пĕрре специалистсем аттестаци витĕр тухаççĕ. М.Светлова яланах хăйĕн ĕçне лайăх пĕлнипе палăрать. Унччен кашни пенсионерăн ĕçне шыраса халтан каймаллаччĕ, халĕ компьютерпа темиçе минутранах тупатăн та ĕçе пуçăнатăн. Юратать хăйĕн ĕçне Марина Петровна. Çавăнпа та ывăннине те сисмест. Светловсене ялта пурте лайăх пĕлеççĕ. Марина Петровнăпа Анатолий Ильич тату та туслă пурăнакан çемье. Унăн мăшăрĕ юсавпа техника предприятийĕнче прораб пулса чылай çул тăрăшать. Виçĕ ача çитĕнтернĕ вĕсем. Ачисем те ашшĕпе амăшне хывнă: тăрăшуллă та пуçаруллă, харсăр. Андрей ывăлĕ аслă пĕлỹ илнĕ, хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă. Татьяна хĕрĕ педуниверситет пĕтернĕ, халĕ ачапа ларать. Александр алла диплом илсен тĕрлĕ çĕрте тăрăшрĕ, халĕ хăйĕн ĕçне йĕркелесшĕн ăнтăлать. Ачисемшĕн савăнать амăшĕ. Тĕпренчĕкĕсем йĕркеллĕ пулнинчен ырри мĕн пултăр тата амăшĕшĕн. Мăнукĕсемшĕн юратнă кукамай Марина Петровна. Чун суйласа илнĕ ĕçре хисеп, çемьере ăшă та хăтлă пулсан телейлĕрен те телейлĕ хĕрарăм. - Ĕçре ирттернĕ 33 çул вара куç хупса илнĕн иртсе кайрĕ.., - тет пурнăçа юратакан Марина Светлова.

Сăн ỹкерчĕкре: М.Светлова хĕрĕпе тата мăнукĕсемпе.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика