Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан ỹркен кăна

27 ноября 2010 г.

Çапла калама юратать Аслă Елчĕкре пурăнакан Владимир Смолин. Ялта ỹснĕ май вăл çамрăклах ĕç патне туртăннă. Ачаллах ашшĕ-амăшне килте пулăшнă, каярахпа вĕсемпе юнашар тăрса колхоз хирĕнче çум çумланă, тыр-пул вырса пухма хутшăннă. Кĕçех унăн хăйĕн пĕтĕм ĕçе пурнăçлас, укçа ĕçлесе илес кăмăл çуралать. Часах вăл аслă ялти чи лайăх механизаторсенчен пĕри пулса тăрать. Пĕр хушăрах килĕнче платник, столяр ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе кăсăкланма пуçлать. Шăпах çакă ăна, колхозра техника кивелсе çитнĕ, ĕç сахалланнă тапхăрта питех те кирлĕ пулса тăрать. Иртнĕ çул вĕçĕнче вăл пĕтĕм хăюлăхĕпе теветкеллĕхне пухса ку чухнехи хатĕрпе тивĕçтернĕ столяр цехĕ уçать те хăйĕн ĕçне йĕркелесе предприниматель пулса тăрать. Кунта ăна районти ĕçпе тивĕçтерекен центр 58800 тенкĕ укçа уйăрса пулăшать. Владимир Николаевичăн ăсталăхне халăх часах асăрхать. Вăл тунă хитре те çирĕп алăксемпе сĕтел-пукана чылайăшĕ хапăлласа туянать. Унăн илемĕпе куçа илĕртекен тĕрĕллĕ чỹречипе интерьер таврашĕ те пурин кăмăлне те каять. 

Сăн ỹкерчĕкре: В.Н.Смолин мастерскойĕнче.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика