Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти шкул – спорт уявěн çăл куçě.

15 марта 2012 г.

   Кăçалхи кăрлачăн 9-мěшěнче пирěн ентеш, Мухтав орденěн тулли кавалерě Александр Артемьевич Быков çуралнăранпа 91 çул çитрě. Паллă ентешěмěрěн çуралнă кунě ячěпе  унăн çывăх тăванěсем, Çатракасси ял тăрăхěн ăдминистрацийě, Çатракассинчи вăтам шкул коллективě тата «Свобода» хуçалăх пěрле пулса пуш уăхěн 10-мěшěнче Çатракасснчи вăтам шкул базинче ял çыннисен А.Быков ячěллě спорт спартакиадине ирттерчěç. Сывă пурнăç йěркине халалларěç çак куна Кашмашсемпе Çатракассисем. Район шайне кăларнă вěсен ырă пуçарăвне кăçал тěрлě ěç коллективěсен 7 команди хутшăнма кăмăл турě. Вěсем: Çатракасси тата Ярапайкасси ял тăрăхěсем, Быковсен çемйи, «Оринино», «Путь Ильича» тата «Ударник» хуçалăхсем, «Моргаушская» МСО.

    Ял тăрăхěнче ирттерме пуçланă асăннă ăмăрту вăй илнине кура ăна район шайне кăларни те 4-мěш çул ěнтě. Çак вăхăтра ăмăртăва хутшăнакансен йышě палăрмаллах ỹсрě. А.Быков ячěллě спорт уявěнче кăçал 200 ытла спортсмен пулни çак ăмăртăвăн пěлтерěшě таврара анлă сарăлнине çирěплетет кăна.

    -1941-1945 çулсенчи Тăван çěр-шывăн Аслă вăрçинчен пирěн ял тăрăхěнче çуралса ỹснě А.Быков Мухтав орденěн тулли кавалерě пулса таврăннă. Унăн ячě паян та пирěн чěрере. Çакна шута хурса йěркелерěмěр те эпир асăннă спартакиадăна, - терě уява уçса тата ăмăртăва чěнсе ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.Кожевников.

     - Çатракасси ял тăрăхěнчи Хуракасси выççăлкинче çуралса ỹснě Мухтав орденěн тулли кавалерěн Александр Артемьевич Быковăн паттăрлăхě пирěншěн асрах. Тăван çěр-шыва юратасси хамăр юлташсемпе ентешсене хисеплеме-чыслама, атте-аннесен ячěпе туллин мухтанма пěлнинчен пуçланать. Кашмашсемпе Çатракассисем çапла тума пултарнишěн савăнатăп, - терě уява уçма ирěк парса район администрацийěн пуçлăхěн çумě, капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йěрпе комуналлă хуçалăх тата архитектура управленийěн ертỹçи В.Никитин.

     Спартакиадăна пухăннисем малтан йěлтěр эстафетинче вăй виçрěç. Ăмăртăва хутшăннă пысăк класлă спорт мастерěсем хăйсен дистанцийěсене çил ачисем пек хăвăрт иртнине курма пынисем сывлăш çавăрмасăр тимлесе пăхрěç. «А.Быковăн ентешěсем те пултараççě иккен маçтăрла ăмăртма»_ пăшăлтатрěç курса тăракансем. Вěсен хушшинчех Александр Артемьевич Быковăн хěрě Галина та.

     - Пирěн  аттене манманшăн, ăна чыслассине яланах малта тытнăшăн район администрацине, Çатракасси ял тăрăхне, ял-йыша тăвансен ячěпе чěререн тав тăватăп, терě вăл ăмăртăвăн кашни саманчěпе интересленсе тăма тăрашса.

    Йěлтěрçěсен ăмăртăвěнче малти вырăнсене Ярапайкасси ял тăрăхěн, «Оринино» хуçалăхăн, Çатракасси ял тăрăхěн командисем йышăнчěç.

    Ытти çěрти пекех кире пуканě йăтассипе те спортсменсем йышлă пулчěç. Кунта пěрремěш вырăна  (8 метр та 20 сантиметр) Çатракасси ял тăрăхěн пуçлăхě Ю.Кожевников çěнсе илчě. Хыççăнхи вырăнсене Быковсен çемье командин тата «Оринино» команда участникěсем.

     Сěтел çи теннисла выляссипе те юлашки самантченех хěрỹ кěрешỹ пычě. Çěнтерỹçěсен шутěнче: Çатракасси ял тăрăхěн, «Оринино» хуçалăхăн, Ярапайкасси ял тăрăхěн командисем.

      Волейболла тата шашка-шахматла вылянă çěрте вара халăх хěвěшрě кăна. Кашни очко, кашни вăйă куракансен пăшăрханăвě витěр тухрě. Шахматла выляссипе «Моргаушская» МСО «Оринино» хуçалăх командине 2-мěш вырăна хăварчě пулсан, шашкăлла выляссипе вěсем Орининсене пěрремěш пулма чараймарěç.

    - Эпир çулсенче ěнтě, анчах çамрăксем аслисене манманни пире те ăмăртăва «хăваласа» килчě. Тавах Çатракассисене, - терěç шахмат вăййи вăхăтěнчех манпа калаçма вăхăт тупса Лев Красновпа Петр Пушкарев ăстасем.

     Кăнтăрла пуçланнă ăмăрту 22 сехетченех тăсăлчě. Орининсемпе Быковсен командисем хушшинчи волейбол вăййи чи интересли пулчě. Очко – унта, очко – кунта вăйăпа тавлашса Орининсем маттуртарах пулчěç. Унчченхи виçě çул А.Быков кубокне хăйсенче тытса положенипе килěшỹллěн ăна вěсем яланлăха хăйсенче хăварнăран Быковсем кăçалхи ăмăртăва çěнě кубок кăларчěç. Пěтěмлетỹсем тусан кăçалхи çěнě кубок хуçисем те Орининсемех пулса тăни паллă пулчě. 2-мěш вырăнта Çатракасси ял тăрăхě,  3-мěшсем – «Моргаушская» МСО.

    Ял çыннисен А.Быков ячěллě спартакиади çамрăксем ěçре кăна мар, канупа спортра та хастар пулнине çирěплетсе пачě.

     - Çемье таврашěнче паттăр пур пулсан, унăн ятне тивěçлě шайра тытса тăрасси – питех те яваплă ěç. Çакна эпир кулленхи пурнăçра туйсах тăратпăр, -терě Быковсен кинě Елена спартакиадăна вěçлеме хăйне сăмах парсан.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика