Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йÿçкассисем палăрчĕç

25 февраля 2012 г.

Чăваш Республикинче çулленех нарăс уйăхĕнче регионсем хушшинчи выставка ĕçлесси ырă йăлана кĕчĕ. Хĕл вĕçленсе пынă май çурхи ака-суха ĕçĕсемччен те инçех юлмасть. Çакна шута илсех ĕнтĕ кăçал та «Çĕр улми – 2012» выставка йĕркелÿçисем нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче хăйсен ĕçне пуçларĕç. Çак уява хамăр çĕр-шыври 26 регионсăр пуçне Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсем, Германи, Канада, Беларуç Республики хутшăнни вытавка пĕлтерĕшĕ ÿсни пирки калать.

Выставкăра çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсемпе, хими хÿтĕлевĕн паянхи кун ыйтакан препарачĕсемпе, удобренисемпе тата çĕр улми туса илессипе ĕçлемелли техникăпа паллашма май килнĕ. Пирĕн районти «Ударник» хуçалăх та выставкăна хутшăнса сортлă çĕр улмине самай сутнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика