Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ялти çын урăхла пурăнаймасть»

18 февраля 2012 г.

Йÿçкасси ялĕпе пыратăп та хĕл сиввине пăхмасăрах çÿхе тумтирпе улмуççи айĕнчи юра таптакан арçын патне кĕтĕм. Ку вăл учительсен йăхĕнчи 600 çул ытла династийĕн пĕр тытăмĕ пулчĕ: 1978 çултанпа Йÿçкассинчи вăтам шкулта ачасене вĕрентекен Юрий Семенович Герасимов.

Пĕр-пĕрне сывлăх суннă хыççăн пирĕн калаçу шкул çинчен мар, ял учителĕ килти хушма хуçалăха аталантарассипе тимлени çине кĕрсе кайрĕ.

– Учитель-и, уй-хир ĕçченĕ-и – эпир пурсăмăр та ялта пурăнатпăр. Тĕп ĕçрен таврăнсан кил-хуçалăхри ĕçсене кÿлĕнетпĕр: выльăх-чĕрлĕх пăхатпăр, пахчари ĕçсене ыттисенчен кая юлмасăр туса пыратпăр. Ялти çын урăхла пурăнаймасть. Хăвăн пахчу пур çинчех пасара кайса пан улми, кишĕр-сухан, ыхрапа çĕр улми шыраса çÿрени вырăнлă япала мар. Пирĕн атте-аннесем те çак йĕркене тытса пынă та эпир те вĕсен тăрăшулăхне çилпе вĕçтерес теместпĕр, – улмуççи айĕнчи юра таптаса ман патăмалла тухрĕ кил хуçи.

Сăмах çумне сăмах, эпир путвала та антăмăр, нÿхрепе те кĕрсе тухрăмăр, ампарта та пултăмăр, сарай-витепе паллашрăмăр. Юрий Семенович сăмахĕнчен унăн ачалăхĕнче те пулса куртăм. Икĕ чÿречеллĕ пĕчĕк çуртра 7 ача ÿстерме ашшĕпе амăшне çăмăлах килмен ĕнтĕ. Йăлтах укçа парса илейместĕн – çавăнпа хушма хуçалăх Герасимовсене ун чухнех пысăк тĕкĕ панă. Паянхи ĕç ветеранĕ хăйне пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшаканĕ тесе ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхĕпе пĕрле килти хушма хуçалăха та палăртать.

– Вăрманкассинче çуралса ÿснĕскер, Йÿçкассинчи вăтам шкултан вĕренсе тухрăм, Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче ĕçлерĕм, институтра пĕлÿ илтĕм, мăшăрăмпа хамăр валли кил-çурт çавăртăмăр, 3 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр – пурнăçăн кашни сулăнчăкĕнчех килти хушма хуçалăх тĕрек пулса пычĕ, – сăмахлать калаçма ÿркенмен учитель.

Хăйĕнпе пĕрле Йÿçкассинчи вăтам шкултах химипе биологи вĕрентекен мăшăрĕпе Юлия Никоновнăпа çуллен майлах килти хушма хуçалăхра 2-шер сысна, 5 сурăх, ĕне, тепĕр чух вăкăр, кроликсемпе хурсем, 20 ытла чăх-чĕп усранă. Юрий Семенович хăй шкул директорĕнче ĕçленĕ чух Куçкинри пахчаçă А. Суринов пулăшнипе шкулта сад чĕртнĕ, унăн сĕнĕвĕсемпех килти хушма хуçалăхра та сад ĕçне çул панă. Çавăнпа вăл паян хăйĕн пахчине Суринов сачĕ тесе хисеплет. Ку пахчара иртнĕ çул пан улмийĕ нÿхреп туллиех пулнă. Ĕçе юратакансен купăсти те, кишĕрĕ-суханĕ те, ыхрипе хăярĕ те ăннă.

– Пурăнас тесен ĕçлес пулать. 1976 çулта мăшăрăмпа çемье çавăрсан пĕчĕк пÿртрен хамăр вăйпах тĕреклĕ хуçалăх çавăртăмăр. Пÿртри кăмакине те хамах турăм. Çут çанталăк газĕпе усă куратпăр пулсан та ăна сÿтместĕп: хушăран кăмака апатти те çиес килет, – паллаштарчĕ килти хушма хуçалăха электричествине те хăй кĕртнине ăнлантарса ĕçрен хăраса тăман тата перекет ыйтăвне нихăçан та иккĕмĕш вырăна хăварман манăн 60 çул урлă каçнă пĕлĕшĕм.

Çапла пурăнать паян ялта та хуларинчен кая мар пурăнас текен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика