Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕсре те путман юрату

17 февраля 2012 г.

Çут çанталăкри мĕн пур чĕрĕ чунăн, çав шутра этемĕн те ÿт-пÿ тытăмне пăхса тухас пулсан çакна калама пулать – кашнийĕнех икĕ алă, икĕ куç, икĕ ÿпке, икĕ пÿре… çаксене пурне те пĕрлештерсе тăраканни вара чĕре! Анчах та вăл пĕччен, «тăлăх»… Çавăнпах пулĕ Турри ăна хăй валли мăшăр шырамалла тунă...

Турă пÿрни алăк умнех килет

Çырмапуç ял тăрăхĕнче вырнаçнă Чăрăшкассинче пурăнакан Галина Яковлевнăпа Геннадий Степановичăн чĕрисем пĕр-пĕрне çур ĕмĕр каяллах тупнă. 55-мĕш çул ĕнтĕ Степановсем алла-алăн тытăнса пурнăç çулне такăрлаççĕ, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланаççĕ. Вĕсен юратăвĕ те çулсерен çирĕпленсе пырать.

Ватăсем шăкăл-шăкăл, пĕр çăвартан пурăнни çутă та таса пÿлĕме кĕрсе тăрсанах паллă пулчĕ. Чăваш йăлипе Галина Яковлевна хаçат ĕçченĕсене тĕпелелле иртме сĕнчĕ, Геннадий Степанович чей хатĕрлерĕ…

«Эпир иксĕмĕр те çак ялтах çуралса ÿснĕ: вăл – анатри урамра, эпĕ – туринче. Атте-анне те пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, хутшăннă… Пĕрре çапла Çимĕкре çавăтăнса çÿрерĕмĕр те – пĕрне-пĕри килĕштерсе пăрахрăмăр! Çавăнтанпа уйрăлмастпăр та, 55 çул иртрĕ ĕнтĕ…» – шÿтлĕн каласа парать 81-ри Галина Яковлевна. Çемье тăнăçлăхĕн вăрттăнлăхне уçма ыйтсан: «Кунта нимĕнле тĕлĕнтермĕш те çук– пĕр-пĕрне итлеме кăна мар, илтме пĕлмелле. Сиксе тухнă ыйтăва сас хăпартмасăр, лăпкăн сÿтсе явмалла», – терĕ çемье кăвайтне куç пек упракан хĕрарăм.

Ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕскерĕн кăмăл çирĕплĕхĕпе чăтăмлăхĕ ăмсанмалăхах туптаннă– ачасемпе урăхла май çук! Пединститут пĕтернĕ хыççăн Галина Яковлевнăна направленипе çулталăклăха Самар облаçне яраççĕ, каярах Толик Хураски шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, завуч пулса ĕçлет. Çемье çавăрсан çамрăк мăшăр Шупашкара куçса каять…

Геннадий Степановичшăн пурнăçри çак тапхăр çăмăл пулман – аслă пĕлÿллĕ хĕр вĕренмен йĕкĕтпе пĕрлешни çине ял çыннисем тиркевлĕн пăхнă, сăмах «вылятнă». Апла пулин те çемье пуçĕ хуçăлман – токарьте ĕçленĕ вăхăтрах каçхи шкулта вĕреннĕ, техникум пĕтернĕ. «Темĕн те пулнă пурнăç­ра, эпĕ вĕреннĕ вăхăтра ачамсем те (Степановсен 2 хĕр) пĕчĕкчĕ… Çапах та хамăн «чĕкеçĕмпе» (çапла ачашшăн чĕнет вăл мăшăрне) йывăрлăхсене çĕнтерме пултартăмăр…» – аса илет ватă.

Тинĕсе «парăнтарнă»

Геннадий Степановичпа Галина Яковлевна хĕрпе каччăлла çулталăк çÿренĕ, хăйсен туйăмĕсене тĕрĕслеме çак вăхăт та çитнĕ вĕсене. «Эпĕ качча кайнă чухне хальхи пек чаплă шурă кĕпе те, Мендельсон маршĕ те пулман. Мăшăрăмпа çавăтăнтăмăр та çуранах Апаш ял тăрăхне кайса çырăнса килтĕмĕр», – аса илет Галина Яковлевна, – «Упăшкасăр пуçне урăх арçын курман эпĕ. Юратури тÿрĕлĕхшĕн, шанчăклăхшăн ĕнтĕ Геннадий Степанович мана 40 çул тултарсан ылтăн çĕрĕ парнелерĕ. Шăпах çав çул ĕçтешĕмпе кăнтăра тинĕс хĕррине канма кайнăччĕ… Ак тамаша, шывран ишсе тухрăм та – çĕрĕ çук! Мĕн пĕрлешнĕренпе юрату шанчăклăхне куç пек упраса пурăнтăм, çĕрре вара çухатрăм!»

Тĕнчере асамлăх, тĕлĕнтермĕш тени пурах çав. Нимĕн тума аптăранă хĕрарăм пляжри çăлавçăсенчен пулăшу ыйтать, вĕсем чăма-чăма тинĕс тĕпĕнчи çĕрре тупаççĕ. Эппин, мăшăрĕ чунтан парнеленĕ çĕрре Галина Яковлевна чăнласах та тивĕçнĕ мар-и? Унсăрăн çак тĕлĕнмелле пулăма мĕнле ăнлантарăн? Турă сăвапланă юрату çеç тинĕсе «парăнтараять» пулĕ çав…

Чунпа ялан вун саккăрта…

Галина Яковлевнăн çулĕсем сакăр теçеткерен иртнĕ пулин те ăна кинемей теме ниепле те чĕлхе çаврăнаймĕ – хастарлăхĕпе тепĕр çамрăкран та ирттерет вăл. Кашни кунах йĕлтĕр сырса пахчана тухать, эрнесерен Кÿкеçе бассейна çÿрет… «Питĕ маттур вăл ман, – тет Геннадий Степанович. – Хаçатсенче те унăн материалĕ сахал мар пичетленнĕ, халĕ акă сăвă çырма пуçларĕ – пĕрремĕшне шăпах бассейна халалларĕ…»

«Хисепе тивĕç, ялти ятлă çемье тесе калас килет вĕсем пирки. Ĕçлеме те юратаççĕ – мĕн тĕрлĕ чечек, улма-çырла ÿстермеççĕ-ши пахчара!» – калаçăва хутшăнать çак ялтах пурăнакан Галина Коралькова.

Геннадий Степанович улмуççисем сыпма ăста, коллективлă садра вăл яланхи кĕтнĕ хăна. Хăйĕн пĕлĕвне, пуян опытне ыттисемпе пайлас тĕллевпе вырăнти культура керменĕнче лекци те вуланă-мĕн. Кĕпе-йĕм çумалли кивĕ машина моторĕпе усă курса хăй аллипе ăсталанă улма-çырла сĕткенне юхтармалли хатĕр (соковыжималка) вырăнти халăхшăн чăн тĕлĕнтермĕш пулса тăнă – паян кун та ăна чылайăшĕ «кивçенле» усă курма илсе каять.

Степановсем ĕçпе çеç мар, юрă-ташăпа та питĕ туслă. Чылай вăхăт вĕсем Кÿкеçри «Пĕр çемье» халăх хорне çÿренĕ.

Сăмах май, пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри çемье кунĕнче район администрацийĕ Геннадий Степановичпа Галина Яковлевнăна «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă.

 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика