10 февраля 2012 г.
Çырмапуçĕнчи информаципе культура центрне январĕн 1-мĕшĕнче хута янă.
Унччен вăл Чăрăшкассинчи Пултарулăх çурчĕ пулнă.
Халĕ çак информаципе культура центрне Толиккасси ял клубĕ тата Иккассинчи Пултарулăх çурчĕ те кĕрет, унсăр пуçне – Иккассинчи тата Чăрăшкассинчи библиотекăсем.
Пĕлтĕр ЧР Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ хыççăн тивĕçнĕ укçапа Çырмапуçĕнчи ИКЦна тĕпрен модернизациленĕ: фойене юсаса çĕнĕ дизайнпа илемлетнĕ, çурт тăррине çĕнĕ çи витти сарнă, залра та сахал мар ĕç пурнăçланă – урай, мачча, алăксене çĕнĕрен тунă. Кунта халĕ ăшă та хăтлă. Часах республика программипе тĕслĕхлĕ клуб йĕркелеме хатĕрленеççĕ.
ИКЦ пуçлăхĕ Наталья Петрова каланă тăрăх, кăçал Çырмапуçĕнчи центр сахал мар культура мероприятийĕ ирттернĕ: районти «Хавхалану çăл куçĕ» смотр-отчета тивĕçлĕ хутшăннă, Татьянăсен кунне ирттернĕ. Январĕн 12-мĕшĕнче вĕсем Кÿкеçри информаципе культура центрĕ йĕркеленĕ ал ĕç ăстисен тата сăн ÿкерчĕксен куравне ăнăçлă хутшăннă.
Умра – Шупашкар районĕ 85 çул тултарнине халалласа ирттермелли анлă мероприятисем, краеведени музейĕ уçасси тата ытти те. Чи кирли вара – Çырмапуç ял тăрăхĕнче пурăнакансен кану вăхăтне усăллă та интереслĕ ирттересси.
Источник: "Тăван ен"