Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун çине выртнă эрешсем

03 февраля 2012 г.

Кÿршĕ-арши, ялĕпех пыраç­çĕ ун патне ал ĕç­не вĕренме. Мĕнле хĕрарăмăн чĕнтĕр çыхас килмĕ? Хитре эрешлĕ тупрашăн хĕрсем каç­сах каяç­çĕ, туй валли çÿпçе тултараç­çĕ.Çырмапуç ялĕнче хĕрринчен иккĕмĕш çуртрах Галина Минина пурăнать. Икĕ чÿречи урамалла пăхакан чăваш пÿрчĕ кивелерех кайнă. Пĕчченех пурăнать паян хĕрарăм кунта, çамрăк чухне вара икĕ ачи те, мăшăрĕ те çак хапхаран куллен тухса кĕнĕ…Пурнăç хÿри пăрнăç теç­çĕ мар-и? Тем пулать, тем килет, пĕррехинче çамрăк мăшăр вăрçăнса каять те хĕрарăм икĕ ачине çавăтса килтен тухса каять – инçете, куç курми çĕре – Çыр Чуллă хулине, КамАЗсем тунă çĕре. «Эпĕ ун чухне 28 çултаччĕ. Упăшка, Мефодий Григорьев, Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхра зоотехникра ĕç­летчĕ, хам – Кÿкеç­ре сутуçăра. Çамрăк пулнă, тĕнче хĕрнех тухса кайнă çав. Çапах та аптрамарăмăр, ĕç­леме вырнаç­рăм – Килти ĕç комбинатĕнче вязальщицăра ĕç­лерĕм, хваттер те илтĕм, ачасене те ÿстертĕм. Вăхăт иртрĕ, ачасем ÿссе çитĕнчĕç, Чăваш çĕршывне каялла таврăнасшăн пулчĕç. Хам та вара вĕсем хыç­çăн кунта куç­са килтĕм, унти хваттере сутса Çĕнĕ Шупашкарта туянтăмăр. Манăн упăшка тепре те авланнă пулнă, анчах пурăнайман, çĕре кĕнĕ. Ачасем халĕ пĕри Çырмапуçĕнче пурăнать, тепри – Çĕнĕ Шупашкарта. Иккĕшĕ те çемйипе ман пата час-часах килсе çÿреç­çĕ», – ăшшăн сăмахлать Галина Ивановна.

Çук, кичем мар ăна çак пушă пÿртре хĕл варринче. Чун йăпатмăшĕ – алăри çиппе йĕп. Вылятать те вылятать пÿрнисене Галина – ун аллинчен чун çине выртнă эрешсем çуралса тухаç­çĕ, чĕнтĕр пулаç­çĕ, макраме, шăтăклă кĕпе, кофта, сĕтел çине сармалли эрешлĕ çи витти, минтер пичĕ те, чÿречепе алăк карри те, урай сарми те… Килти кушакĕ вара çип çăмхисемпе выляса савăнтарать. Хапха алăкĕ пĕрре те хупă тăмасть, час-часах çын килет те çын каять. Улаха пуç­тарăнаç­çĕ те ал ĕç тунă майăн шăкăл-шăкăл калаç­са вăхăта илемлетеç­çĕ. Çырмапуç хĕрарăмĕсем, паллах, хăйсен аллипе тунă ăста эрешсене тĕрлĕ конкурса тăратаç­çĕ: Чăрăшкассинчи пултарулăх çурчĕ (халĕ – информаципе культура центрĕ) ирттерекен куравсене, районта иртекен культура мероприятийĕсене (кĕркунне «Асанне урокĕсене» хутшăннă), хĕрарăмсен канашĕ ирттерекен уявсене тата ытти те. Галина Ивановна эрнере пĕрре (тунти кун) Чăрăшкассинчи клубра йĕппе çыхма вĕрентмелли кружок ертсе пырать. «Ачасем те, ваттисем те килеç­çĕ. Чăлха-нуски те, çекĕлпе эрешсем çыхма та вĕрентетĕп. Пурне те килĕшет», – тет.Галина Минина пÿрчĕ вара йăлтах эрешпе витĕннĕ темелле. Кĕнеке стеллажĕсен хушшинче çак ăсталăха алла илмелли тĕрлĕ журнал купи-купипе выртать. «Çынсем çеç мар, хам та вĕсем тăрăх вĕренсе пыратăп, çырăнса илетĕп ку журналсене е хулана кайсан туянса килетĕп», – тет ăста.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика