Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕр куç¬çи çине лартайман

03 февраля 2012 г.

Чăрăшкасси ялĕнчи «Крахмал» колхозра пурăннă тепĕр «инхоз» çемйи пирки те уйрăммăн каламалли самай.

Никон Ефимов та çар ретне 1938 çулта тăнă, шурă финнсемпе паттăррăн çапăç­нă.

Ураран йывăр аманнăскерĕн ура пÿрнисене госпитальте татма лекнĕ. Салтака юрăхлă мар тесе 1951 çулта ăна демобилизацилеç­çĕ. Палăрмаллах уксахланă пулсан та килти ĕç­сене пурне те тума тăрăшать. Салтак шучĕ çитменнине кура 1943 çулта вăл тепĕр хут çара лекет. Икĕ уйăхран Никон паттăррăн вилни çинчен киле хыпар çитет. «Инхоз» çемйине нимĕнле çăмăллăх та тивмест.

Вĕсенчен инçех те мар Роман Гордеев çемйи пурăнать. Вĕсем те «инхоз» шăпин хурлăхне тÿсеç­çĕ. 1930 çулта вăл çемье çавăрать, Клавдия хĕрĕпе Виталий ывăлĕ çуралаç­çĕ. Вĕсем «инхоз» ята тивĕç­се темле нуша та тÿсеç­çĕ. Çапах колхоза кĕмест Роман. Сывлăхĕ начарланнине пула 1941 çулта çеç Хĕрлĕ Çар ретне тăрать. Нумай çапăçусене хутшăнать, 1943 çулта Курск пĕккинче йывăр аманать. Темиçе уйăхран тин хăрах аллине çухатнă, орденпа виçĕ медале тивĕç­нĕ Роман Гордеев тăван яла таврăнать.

«Инхозсен» шутне Караç (Герасим) çемйи те кĕнĕ. Ку çемьере 7 ача пулнă: Михаил, Ульяна, Анна, Николай, Семен, Татьяна, Константин. Турри вара çак çемьене вăй-хал енчен те, ăс-тăн енчен те кÿрентермен. Вĕсене «кулак» тесе айăплама сăлтавĕ пулман. Колхоз ретне тăманшăн вĕсене те «инхозсем» тесе каланă. Патшалăх умĕнчи парăмсене темиçе хут ÿстерсен те çемье пуç­лăхĕ парăнман.

Çак çемьери 4 ывăл 1941 çулхи кĕркунне енне çар тумне тăхăннă. Нумай çапăçусенче палăрнă Николайпа Константин хыпарсăр çухалнă. Учительте вăй хунă Семен 1942 çулхи апрель уйăхĕнче Ленинград хулинчен инçех мар çапăçура пуç хунă. Аслă ывăлĕ Михаил 4 çула яхăн тăшман тыткăнĕнче асап курнă. Каярахпа, тăван яла таврăнсан, нумай çул выльăх фермине ертсе пынă, ăста платник пулнă.

Çак ялти Александр Степанов çемйи те «инхозсен» шутĕнче пулнă. Çемье пуç­лăхĕ 1-мĕш тĕнче, Граждан вăрçисем витĕр утса тухнă. Колхоза кĕме килĕшменшĕн вĕсен пур пурлăхне те туртса илнĕ. Çирĕп вăй-халлăскер, вăл каллех ампар-сарай купаланă. Вăрçă пуç­лансан 15 çул та тултарман Нина хĕрне ХЭМЗ заводне (хальхи электроаппаратура заводне) вăйпа ĕçе янă. 1944 çул вĕçĕнче 18 çул та тултарман Коля ывăлĕ хăй ирĕкĕпе çар тумне тăхăннă, Çурçĕр тинĕс флочĕн морякĕ нимĕç­сене хирĕç кĕрешнĕ.

Çапла вара, темле тăрăшсан та, влаç­ра тăракансем «инхоз» çемйисене чĕр куç­çи çине лартайман.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика