03 февраля 2012 г.
Анатолипе Валентина Корольковсем 52 çул çак йăвара шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнаççĕ.
Ултă ача – 4 ывăл та 2 хĕр – çуратса çитĕнтернĕ вĕсем, ура çине тăратса аслă çул çине кăларнă.
Çырмапуç ял тăрăхĕнчи Карантай ялĕ кăпăшка шурă юр ăшне путнă. Таса, анлă кантăкран юр çути кăнтăр кунĕнчех пÿрте çутатать. Ватăсем килте иккĕшех кăштăртатаççĕ…
Пин-пин çынпа тĕл пулатăн пурнăçра, çаврăнса пăхмасăр иртсе каятăн. Анчах мĕн хистет тепĕр çынна курсанах унпа юнашар пырса тăма? Сăмах хушатăн, аллинчен тытатăн, килĕшнĕçемĕн килĕшет çав çын сана, юратнăçемĕн юратас килет…
Çапла тĕл пулнă хĕллехи улахра Анатолипе Валентина. Хĕрсем йĕке пĕтĕрсе çăм арланă вăхăтра каччăсем юнашар ларса хăлхаран ăшă сăмахсем пăшăлтатнă, унтан ташша чĕннĕ, çу çитсен ярмăрккана пĕрле кайнă, вăййа тухнă. 1960 çулхи июнĕн 8-мĕшĕнче вĕсем чăваш йăлипе туй туса пĕрлешнĕ.
Мăшăрлантăн пулсан йăва çавăрмалла. Çамрăксем Çырмапуçĕнчен Карантай ялне куçса килеççĕ, пĕчĕк çеç кивĕ пÿрт туянаççĕ те çийĕнчех çĕнĕ çурт лартас тесе тăрăшма пуçлаççĕ. Валентина Кÿкеçре столовăйĕнче, пекарньăра, райпора ĕçлет. «1972 çулта хамăрăн колхоза ĕçлеме куçрăм, çемье çывăхнерех пултăр терĕм. Ачасем пĕринчен тепри пĕчĕккĕ. Ун чухне ача çуратсан декретра ларман. Декрет укçи те тÿлемен. Юрать, хунеме лайăх, ачасене пăхма Çырмапуçĕнченех каçатчĕ. Анчах унта унăн тепĕр кинĕ пур. Вĕсен те ачисем пур. Çавăнпа та киле çывăхарах пулас терĕм. Пÿрт лартмалла вĕт, укçа-тенкĕ самай кирлĕ. Пичче мана керамблок заводне ĕçлеме илсе кайрĕ», – каласа парать Валентина Никоноровна.
Çирĕп хул-çурăмлă кил хуçи ăш пиллĕн кулса пăхса ларать. «Халь лайăх пире. Ачасем çитĕнчĕç, çурт хыççăн çурт лартрăмăр. Мăнуксене çеç пăхса ларатпăр авă», – юптарарах сăмах хушать вăл.
Анатолий Феофанович та ĕмĕрĕпех алăран ĕç яман. Малтан Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхра ĕне ферминче, сысна ферминче, конюхра ĕçленĕ, 1950 çулсенче ямшăк пулса колхоз председательне турттарнă. Хальхи пек автомашинăсемпе ярăнман ун чухнехи пуçлăхсем, хĕлле – çунапа, çулла – тăрантаспа. Этем тени мĕн ĕмĕр тăршшĕпех çурт тăвассишĕн тăрăшать. Пĕчĕк кĕтесрен пуçланă йăва халĕ ĕнтĕ 4 пÿлĕмлĕ, кухньăпа пысăк алăк умĕллĕ, хулари евĕр хăтлă та килпетлĕ çурт пулса тăнă. Ывăлĕн Юрăн çемйипе пурăнаççĕ.
«Пурнăçри чи хаклă самант мĕн сирĕн?» – тесе ыйтсан Анатолий Феофанович çапла хуравларĕ: «Вĕлтĕрен çине уйрăлса тухнă та çурт тума пуçланă. Паянхи савăнăç – ачасем пурте ырă-сывă çитĕнни, мăнуксем те сывлăхлă ÿсни. Хамăр та аптрамастпăр-ха. Çирĕп, вăйлă, йышлă йăх эпир, больницăра выртман. Тепĕр чухне уявра пурте пĕрле пухăнатпăр та шăкăлтатса савăнса калаçса ларатпăр. Унтан хаклă самант çук та!».
«Юра Чечняра 7 хут пулчĕ, чи пĕрремĕш хăрушă вăрçинчех пулнă. Таврăнсан вара вырăн çине выртсах макăрчĕ… Наградисем нумай, 10 яхăн. Галя кин почтальонкăра ĕçлет», – калаçу çăмхине сÿтет манпа Валентина Никоноровна.
Пÿлĕмре калаçма вĕренесшĕн аптратса пĕчĕк Ксюша чупса çÿрет. Асламăшĕпе аслашшĕ вара юнашар ларнă та çип çăмхи тытса иккĕн пĕрле чăлха-нуски çыхаççĕ…
Источник: "Тăван ен"