03 февраля 2012 г.
Чăрăшкассинчи Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхра Алексей Уривалов пиллĕкмĕш çул механизаторта вăй хурать. Ĕçрен хăраман пултаруллă та маттур 25-ри çамрăка тахçанах асăрханă кунта. Кăçал вăл Чăваш Ен Президенчĕн стипендине тивĕçнĕ. «Мĕн хушнине вăхăтра пурнăçлать, чăркăшланса тăмасть. Ĕçе чунĕпе парăннă çын тесе калас килет ун пирки, «хурçă утне» те типтерлĕн пăхса тăрать», – терĕ хуçалăха ертсе пыракан Валерий Осипов калаçăва пуçарнă май. Алексейпе паллашас тĕллевпе хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх комплексне çул тытрăмăр. Хăйĕнпе хаçат ĕçченĕсем кăсăкланнине пĕлсен вăтаннă пек пулчĕ. «Президент стипендине тивĕçме пултарни савăнтарать, тата ытларах тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать. Шанăçа тÿрре кăлармалла-çке...» – терĕ каччă. Темĕнле йывăр пулсан та «йĕме» хăнăхманран-ши – пурнăçăн тÿнтер енĕсем çинче чарăнса тăрасшăн пулмарĕ вăл. «Пурте йĕркеллĕ, тивĕçтерет, малалла та çакăн пекех ĕçлĕпĕр» – текен кĕске хуравсемпе çырлахма тăрăшрĕ. Ферма заведующийĕ Елена Андреева чăтса тăраймарĕ: «Мĕн калаçмалли ĕнтĕ, çамрăксене паян питĕ йывăр, ĕç укçи нимĕн тума та çитмест... Çавăнпах вĕсем хуçалăх ĕçĕсенчен писсе пыраççĕ, вăрăм укçа шыраса аяккалла каяççĕ», – терĕ. Куйбышев ячĕллĕ хуçалăхра лару-тăру ку енĕпе çивĕч. Кунта вăй хуракансем пурте тенĕ пекех аллă çула çывхараççĕ-мĕн. Çамрăк та иккĕн кăна: пĕри – асăннă стипендиат Алексей Уривалов механизатор, тепри – 22-ри Михаил Егоров сварщик. Алексейăн акă август уйăхĕнче йыш хушăнмалла. Çавăнпа та пухăнса пыракан стипенди укçи ăçта каясси халех паллă. Çамрăк механизатор умĕнче тăракан тĕп тĕллевсенчен тепри – çывăх вăхăтра çурт лартасси. Хальлĕхе вĕсем мăшăрĕн килĕнче хÿтлĕх тупнă. Шел, тем пек тăрăшсан та хуçалăхра ĕçленипе çурт хăпартма йывăртарах...
Çăмăллăх илме çăмăл-и?
Мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿсни, «тимĕр ута» юратни яла юлма хистенĕ те çамрăка. Тăван хуçалăхра вăй хунине темĕнле сăваплă тивĕç пек йышăнать вăл, ашшĕн (Александр Алексеевич ĕмĕрĕпех асăннă хуçалăхра механизаторта вăй хунă) ĕçне малалла тăсма пултарнăшăн мăнаçланать. Çавăнпах пулĕ укçа-тенкĕ çитмест тесе йăрмăшса ларма вăхăчĕ çук унăн... Çакăн пеккисем çинче тытăнса тăрать мар-и те паянхи чăваш ялĕ, хуçалăх предприятийĕ?
Патшалăх кÿрекен çăмăллăха тивĕçме пĕрре те ансат мар. Ялта пурăнакан çамрăк специалиста патшалăх çурт лартма пулăшать тенине кашниех илтнĕ паян, хаçатсенче те сахал мар çырнă кун пирки. Ку енĕпе Çырмапуç ял тăрăхĕнче лару-тăру еплерех пулнине пĕлес тесе вырăнти ертÿçĕпе Сергей Ванюшкинпа тĕл пултăмăр. «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программа вăя кĕнĕренпе çурт лартма паракан субсидипе пурĕ сакăр çемье усă курнă. Çăмăллăх илес текенсем сахал мар, анчах та ăна тивĕçмелли условисем ял çыннишĕн питĕ çирĕп: харпăр хăй вăйĕпе 70 процент таран çурт хăпартма пурте пултараймаççĕ. Субсиди илесси вара чи малтан шăпах çакăнтан килет, урăхла каласан – строительствăна вĕçлеме патшалăх 30 процент субсидилесе пулăшать. Шел те, кашни пусне шутлакан хресченĕн çурт кăшăлне хăпартма кĕсйи çÿхерех. Хут çинче кăтартнă шалăвĕ тивĕçтерсен кăна...
Сăмах май, çак çăмăллăха тивĕçнĕ сакăр çемьерен пĕри те «АПК сферинче вăй хуракан çамрăк специалист» программăна лекеймен, субсидие вĕсем ялта пурăнакан пек илнĕ. Асăннă программа çăмăллăхпа 60 процент таранах усă курма май парать, анчах та кунта аслă пĕлÿ илни кирлĕ. Вĕреннĕ çамрăксем яла юласшăн маррине тепĕр хут çирĕплетмест-и çакă? «Мĕн калаçмалли ĕнтĕ, ял администрацийĕнче те специалистсем çитмеççĕ, 6-7 пиншĕн ăшă пÿлĕмре те ларасшăн мар халĕ çамрăксем, ял хуçалăхĕ пирки каламастăп та...» – терĕ Сергей Алексеевич.
Источник: "Тăван ен"